Наградисем – çар ĕçĕнче палăрнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:23 Просмотров: 393

Сентябрĕн 13-мĕшĕ – çĕршыв мăнаçлăхĕ шутланакан хăюллă та патвар, çивĕч те сатур çынсен кунĕ. Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче танкистсем тата ку хăватлă çар техникине кăларакансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Праçникĕн историйĕ совет тапхăрĕнченех пырать. 1946 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Хĕçпăшаллă Вăйсен министрĕн приказĕпе Мускавра Хĕрлĕ площадьре Кантемир гварди танк дивизийĕн парад-маршне ирттернĕ. Çакă Танкист кунне çĕршывра пĕрремĕш хут уявлани шутланать. 1980 çулччен ăна сентябрĕн 11-мĕшĕнче паллă тунă-тăк, çав çултан датăна куçарнă – кĕрхи пĕрремĕш уйăхăн иккĕмĕш вырсарникунне çирĕплетнĕ.

Пирĕн районта та çак сумлă уявра тивĕçлипе саламсем йышăнакан хастарсем сахал мар. Вĕсем – хĕсметре танк чаçĕсенче службăра тăнисем, пурнăçĕсене çĕршыва хÿтĕлессине халалланă çар çыннисем...

Хамăр районтан тухнă паллă, çар службинче палăрнă çынсенчен пĕри – Геннадий Вениаминович Николаев. Вăл хисеплĕ те мухтавлă çынсемпе пуян Çĕрпел салинче çут тĕнчене килнĕ. Мал ĕмĕтлĕскер вырăнти вăтам шкулта тăрăшса ăс пухнă. Вĕрентекенсем хавхалантарнипе илнĕ тарăн пĕлÿ Харьковри гварди танк училищине ăнăçлă кĕме пулăшнă. Çапла майпа Çĕрпел каччи хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе, çĕршыв тăнăçлăхне тата çынсен сыхлăхне тивĕçтерессипе çыхăнтарнă. Çар çыннисен профессийĕ – чи хăрушшисенчен пĕри. Анчах чăн-чăн хÿтĕлевçе, чун-чĕре ыйтнипе ку профессие суйласа илнĕ çынна нимĕн те хăратмасть. Геннадий Николаевăн та йывăрлăхне те, хăрушă самантсене те сахал мар тÿссе ирттерме тивнĕ, апла пулин те служба çулĕпе тÿррĕн, чăрмавсене парăнмасăр утнă. 1987–1989 çулсенче вăл Афганистан Республикинчи интернационаллă тивĕçе пурнăçлама хутшăннă. Николаев лейтенант хурал заставин командирĕ пулнă. Бандитсен ушкăнĕсемпе кĕрешсе пĕрре мар хĕрÿ çапăçусем витĕр тухнă. Хирĕçтăрусенчен пĕринче пирĕн ентеш уйрăм паттăрлăх кăтартнă. Хăй тĕллĕн миномет расчетне тата сакăр душмана тĕп тунă. Кăкăрĕ çинче çуталакан Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ – шăпах çак çапăçура палăрнăшăн ĕнтĕ. Каламалла, вăл хăй те аманнă ун чух – сылтăм пĕççине суранлатнă. Каярахпа танка сирпĕтнипе контузи те пулнă ăна.

Каласа панă тăрăх, Файзабад провинцийĕнче тăнă 860-мĕш мотострелковăй полкра Геннадий Николаева ентешĕсемпе пĕрле служба тивĕçĕсене пурнăçлама тÿр килнĕ. Вĕсем те – тăван çĕрĕн, ашшĕ-амăшĕн ятне яман маттурсем: Николай Алексеевпа Сергей Марков – Çĕрпелтен, Вениамин Григорьевпа Анатолий Степанов – Кайри Тукайран.

Вениамин Григорьев та – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Çынлăхшăн, кăткăс самантра çухалса каймасăр тантăшне пулăшнăшăн чысланă ăна çакăн пек пысăк наградăпа. Панджер ту шăтăкĕнчи çапăçура вăл хăйĕн командирне çунакан танкран кăларса çăлса хăварнă. Тепĕр юнлă хирĕçÿрен вара хăй те сывă тухайман: аманса тăнне çухатнă. Юрать, çулăмпа сиенленнĕ салтака тусĕсем туртса кăларма ĕлкĕрнĕ. Вăл çут тĕнчере тăрса юлни чăн-чăн асамлăх теççĕ: уйăхран кăна тăна кĕнĕ. Çур çул енне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи госпитальсенче сипленме тивнĕ.

Совет çарĕсене Афганистанран кăларсан Геннадий Вениаминович службăна ытти çар чаçĕсенче малалла тăснă. Таджикистан Республикинчи Граждан вăрçи вăхăтĕнче исламистсене путлантарас хирĕçтăрусене те хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн тивĕçнĕ сумлă наградисем чылай: Суворов, «СССР патшалăх чиккисен хуралĕнче палăрнăшăн» тата ытти медальсем, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем. «Вĕри точкăсенчи» службăшăн кăна – 15 медаль. Çавна пула ĕнтĕ пултаруллă çар специалистне командир должноçĕсене шаннă. Геннадий Николаев подполковнике çитнĕ.

«Г.Николаев подполковникăн профессиллĕ пĕлĕвĕ тарăн. Пуян ĕç опычĕпе вăл практикăра тухăçлă усă курма пĕлет. Чикĕ хуралĕнче çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсене ĕçе кĕртес ыйтăва мала кăларать. Çамрăк çар çыннисен професси ăсталăхне вĕçĕмех ÿстерессишĕн чунне парса ăшталанать», – çапла хакланă пирĕн ентешĕн службăри тăрăшулăхне çÿлерехри çар ертÿçисем.

Умра çакăн пек çирĕп тĕслĕх пулсан мĕнле хавхаланмасăр? Пиччĕшĕпе мăнаçланса Виталий шăллĕ те Геннадий Вениаминович çулĕпе утнă. Вăл та шкул хыççăн тÿрех Харьковри танк училищине çул тытнă. Аслă çар профессине алла илсен танк чаçĕсенче тĕрлĕ должноçсенче службăра тăнă. Виталий Вениаминович – Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварин хăрушла пулăмĕсене пĕтерме хутшăнаканĕ те. Кунта вăл çур çул 19.81-мĕш КПП пуçлăхĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тĕрлĕ республикăна пĕрлештернĕ пысăк çĕршыв аркансан вара Виталий Николаев Шалти ĕçсен органĕсен тытăмне куçать. Йĕрке хуралĕнче те яваплăхпа, хастарлăхпа уйрăлса тăрать. Çакна чи сумлă наградăсем те çирĕплетеççĕ: «Вилекенсене çăлнăшăн», «Обществăлла йĕркелĕх хуралĕшĕн» медальсем, çÿллĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем.

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика