Ăрăва «аллисенче планшетпа çуралнă ачасем» улăштарĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:24 Просмотров: 387

Çĕнĕ ăрури 20 миллион ытла Z çамрăк кăçал шкулсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсене кайрĕç. Вĕсем 90-мĕш çулсенче çуралнисенчен урăхларах. Тепĕр 10 çултан вĕсем кам пулĕç, çĕршыва мĕнле улăштарĕç, аслăрах ăрури хăйсен тантăшĕсенчен вĕсем халĕ мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Çавăн çинчен Пĕтĕм Раççейре 2021 çулта иртекен çырав каласа парĕ.

Тĕрлĕ çĕршывсенчи социологсем асăрханă тăрăх, 20-мĕш ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа хăйнеевĕрлĕ çамрăксен пилĕк ăрăвĕ улшăннă. Вăл шутра Раççейре те. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ, паллах, хăш вăхăтра çуралнинчен, вĕреннинчен, пурнăç çулĕ çине тăнинчен, воспитанирен килет.

Беби-бумерсен ăрăвĕн (1944–1963 çулсенче çуралнисем) хăйнеевĕрлĕхĕ: патриотизм, коллективра ĕçлеме хăнăхни, обществăлла интереса харпăрхăйĕннинчен маларах хуни, алă вăйĕпе лайăх ĕçлеме пултарни. Çав ăрурисем перекетлĕ, анчах ытларах тупăш илме май пур вăхăтри çынсем.

Ун хыççăнхи Х ăрун (1964–1984 çулсенче çуралнисем, халăхра каланă пек – пепси ăрăвĕ) уйрăмлăхĕ: ыттисенчен уйрăлса тăма тăрăшни, хăйсен сĕнĕвĕсемлĕ, ĕçлĕ, перекетлĕ, çав вăхăтрах шутламасăр япала туянма пултарни. Вĕсен тĕллевĕ – пурнăçра хăйсен вырăнне тупасси. Тĕп сăлтавĕ вара – укçа тата карьера, вĕсене вуншар çул пĕр вырăнта ĕçлесе тупма хатĕр.

Тата тепĕр Y ăрун (1985–2000 –2003 çулсенче çуралнă миллениалсем) хăйнеевĕрлĕхĕ – социаллă тытăмсен серепине кĕрсе ÿкни. Вĕсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăма хаклаççĕ, укçа-тенке сапалаççĕ, ăна хăвăрт ĕçлесе илме тăрăшаççĕ, улшăнуллă, ялан пĕр пек мар, çынсен шухăшĕ хыççăн каяççĕ. Хăйсене кăтартма пултарассине хаклаççĕ. Тĕп сăлтав – хăй уйрăм аталанасси, ÿсесси. Улшăнусене тата умри тĕрлĕ задачăсене татса пама хатĕр.

Пĕтĕм Раççейри 2002, 2010 çулсенчи çыравсем Х тата Y ăрусен тата мĕнле уйрăмлăхĕсемпе хăйнеевĕрлĕхĕсене тупса палăртнине пĕлтерĕпĕр.

Тĕслĕхрен, 2002 çулта 15–29 çулхисем (Х ăрурисем) 34,9 миллион çын шутланнă. Вăл шутран, 26,7 миллионĕ хулара пурăннă, 8,2 миллионĕ – ялта. Ĕçукçи пĕртен-пĕр тупăш çăлкуçĕ тесе кăтартнă çамрăксем 13,9 миллион (40,2 процент) пулнă, 525 пинĕшĕ (1,5 процент) стипендипе кăна пурăннă. Ашшĕ-амăшĕн е тăванĕсен, пачах ют çынсен шучĕпе пурăнакансем 9,5 миллион çын (27,6 процент).

2010 çулхи çыравра 15–29 çултисем (Y ăру) чакнă, 32,5 миллион кăна юлнă. Çакă та паллă: Y ăрура хулара пурăнаканнисен йышĕ 2 миллиона яхăн чакнă, 24,5 миллион çын шутланнă. Ялта пурăнакансен йышĕ вара улшăнман – 8 миллион çын.

Y ăрури 16,7 миллион çын (52,9 процент) ĕçукçи тĕп тупăш çăлкуçĕ тесе палăртнă.   2010 çулта стипендипе 578 пин çын пурăннă (1,8 процент). Ыттисен шутĕнчен пурăнакансем 11,5 миллион çын шутланнă – 36,3 процент).

Çырав вăхăтĕнче регионсем тăрăх пухнă танлаштаруллă çакнашкал кăтартусем социологсемшĕн питĕ паха. Вĕсем общество малалла мĕнле улшăнма пултарни пирки калаççĕ. Çавăн пекех çав кăтартусем 2000 çулсенче çуралма пуçланă Z ăру (зумерсем) миллениалсене хĕссе кăларма тытăннине, паянхи шкул ачисемпе студентсенчен мĕн кĕтмеллине ăнлантарĕç. Зумерсен тĕп уйрăмлăхĕ: вĕсем яланах онлайн, тĕллевĕсене хăвăрт улăштараççĕ, авторитета йышăнмаççĕ. Пур çĕрте те тĕрлĕрен пулнине юратаççĕ. Укçа вĕсемшĕн тĕп вырăнта мар, анчах ашшĕ-амăшĕсем япала туяннă чухне вĕсен шухăшне улăштарма пултараççĕ. Хăйсем тĕллĕн аталанассине, ăслăлăх пĕлĕвне хаклаççĕ. Цифра технологийĕсемсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Вăй хурса ĕçлеме хăнăхман.

Миллениалсен хăйнеевĕрлĕхне пула (улшăнусемшĕн хыпăнни тата пурлăх пуçтарма юратманни) паян хваттер, автомашина, тĕрлĕ техника арендăна илесси лайăх аталанать. Раççейри RuGenerations теори шкулĕн ертÿçи тата координаторĕ Евгений Шамис шухăшĕпе, миллениалсем çак принципсемпе тепĕр 15 çул пурăнма пултараççĕ, анчах çĕнĕ ăру вĕсен çулĕпе каймасан та пултарать. Социологсем çакна та палăртаççĕ: зумерсем халĕ çĕнĕлĕхсемпе улшăнусемшĕн питех çунмаççĕ, хăнăхнине пăрахăçлама васкамаççĕ. Пĕр-пĕрин хутшăнăвĕсенче те вăл палăрать.

Ку та пĕтĕмпех мар-ха. Техника прогресĕпе пĕрле ăрусем те хăвăртрах улшăнса пыраççĕ. Зумерсем вырăнне Альфа ăру килĕ – халăхра каланă пек, «аллисенче планшетсемпе çуралнă ачасем». Вĕсен пурнăç ыйтăвĕсемпе пахалăхне тĕпчемелле-ха. Анчах, халех паллă, вĕсем ыттисенчен ытларах пĕлме тăрăшаççĕ, кăсăкланаççĕ.

Зумерсемпе альфăсем пирки интереслине тата малтанхи ăрусенчи çамрăксемпе паян мĕн пулса иртнине эпир кĕçех Пĕтĕм Раççейри 2021 çулхи апрельте пулакан çыравран пĕлĕпĕр.

Чăвашстат.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика