Çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пирки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:25 Просмотров: 398

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен çичĕ уйăх еннелле çеç юлчĕ.

Халăх çыравĕсем пире иртнипе, хамăрăн йăхташăмăрсемпе çыхăнтараççĕ, малашлăха палăртма пулăшаççĕ. Вĕсене пула эпир халăхăн чăн йышĕ, регионсенчи, ял-хуласенчи социаллă-экономика процесĕ пирки пĕлетпĕр. Вуниккĕмĕш çырав çĕнĕ цифра технологийĕсене усă курса иртет. Ку тата ытти ыйтусемпе Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш енри территорири органĕн ертÿçипе Эльвира МАКСИМОВАПА калаçатпăр.

– Мĕнле технологисем пирки калаçу пырать-ши?

– Халăхăн пуçласа çырава Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче тухма май пур. Ку процесс меллĕрех: электронлă çырав листисене харпăр хăйшĕн çеç мар, çемье членĕсемшĕн те çырса тултарма пулать. Интернет-çырава хутшăнакан кашни çынна цифрăллă код парĕç. Ăна переписчика пĕлтермелле. Ку çыравра переписчиксем ахаль хутсем вырăнне планшетсемпе усă курĕç, даннăйсене тÿрех унта кĕртĕç. Ятарлă программа пухăнакан информацие туллин хÿтĕлĕ.

Çавăн пекех çырава стационарлă участоксенче, вăл шутра МФЦ-сенче те хутшăнма пулать.

– Электронлă цифрăсемпе усă курни мĕн парать-ха?

– Çакă йăнăшсен шутне чакарма тата информаципе ĕçлессине хăвăртлатма пулăшать.

– Çырава хатĕрленес ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ха?

– Хальхи вăхăтра республикăра тĕп хатĕрленÿ мероприятийĕсем вĕçленнĕ. Йĕркелÿ планĕсем хатĕр. Пурăнмалли тата пурăнман çуртсене пурне те шутлав участокĕсене кĕртнĕ. Вĕсене интерактивлă картта çинче палăртнă. Çырав персоналне çителĕклĕ пухнă, кадрсене резерва та кĕртнĕ. Çыравчченхи тапхăрта вĕсене суйласа илмелле, çырав тата стационарлă участоксене вырнаçтарма хураллакан çуртсене палăртмалла. Переписчиксене вĕрентмелле. Çунса кайнă, пăснă тата çĕнĕрен çĕкленĕ çуртсен адресĕсен списокне çĕнĕрен çирĕплетме 2021 çулхи мартра çырав умĕнчи тĕрĕслев пулĕ.

– Ыйтусем тĕлĕшпе улшăнусем пулĕç-и?

– Çĕршывра пурăнакансен 30 ыйтăва хуравлама тивĕ: арлăх, ÿсĕм, гражданство, çуралнă вырăн, наци, пĕлÿ, мăшăрлану, ачасен шучĕ, тупăш çăлкуçĕ, ăçта ĕçлени, пурăнмалли условисем тата ытти пирки.

Хăшпĕр ыйтусен формулировкине улшăнусем кĕртнĕ тата хушнă. Улшăнусем вырăс тата ытти чĕлхесене пĕлнипе, пурăнма ăçтан укçа-тенкĕ тупнипе çыхăннă.

Пĕлÿ çинчен калакан ыйтусен блокĕнче хушма графасем пур: «шкул çулĕчченхи вĕренÿ» хушăннă, «вăтам пĕлĕве» икĕ пая пайланă – «квалификациллĕ рабочи, служащи» тата «вăтам звено специалисчĕ». Аслă пĕлÿ тĕлĕшпе те «бакалавриат», «специалитет» е «магистратура» тесе палăртмалла.

Унччен пурăннă вырăн пирки те ыйту хушăннă, вăл вуншар çул каяллахи активлă миграцие палăртма май парĕ.

Каламалла, çырав вăхăтĕнче халăх шутне регистрацие пăхмасăр вăл ку территорире мĕн чухлĕ пурăннине кура шута илеççĕ.

– Ят-хушамата ыйтĕç-и тата?

– Ята, хушамата, ашшĕ ятне, адреса çырав хучĕсенчи информацие хатĕрлеме тытăниччен ытти çынсеннипе пăтрашăнса ан кайччăр тесе çыраççĕ. Паспорта, ытти документсене ыйтмаççĕ. Планшетри даннăйсене ют учрежденисемпе ведомствăсене памаççĕ. Пĕтĕмлетÿсене çырса кăларнă хыççăн çырав листисене йăлтах тĕп тăваççĕ.

– Переписчика епле палламалла-ха?

– Вĕсен çумра удостоверени, паспорт пулмалла. Çавăн пекех переписчиксене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ятарлă экипировкипе – логотиплă шарфĕнчен, тĕттĕмре çутатакан элементлă жилетран, планшет валли сумка-портфелĕнчен – паллама пулать.

Çавăн пекех ун çинчен çывăхри перепись участокне шăнкăравласа пĕлме май пур.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика