«Симĕс ылтăн» плантацийĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:26 Просмотров: 345

Хăмла плантацийĕ «Агрохмель» хуçалăхра 22 гектар. Паянхи кун тĕлне 5 пин гектар çинчи «симĕс ылтăна» пухса кĕртнĕ.

Борис Семенов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăмла лартса тăвас ĕç кăсăклă тата тупăшлă. Хуçалăхра «симĕс ылтăна» пухса кĕртессипе тăрăшакансем 20 çынтан кая мар. Пĕрисем уйра, теприсем хăмла тирпейлекен хуралтăра вăй хураççĕ. Палăртмалла, тирпейлекен агрегатпа 20 çул ытла усă кураççĕ пулин те вăл тухăçлă ĕçлет.

«Агрохмель» хуçалăха район администрацийĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов çитсе курнă. Вăл коллектива «симĕс ылтăна» кĕске вăхăтра пухса кĕртме, çавăн пекех ытти ял хуçалăх ĕçĕсене те туллин пурнăçлама суннă.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика