«Тăван хаçата халĕ те вулас килет»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:26 Просмотров: 677

Ачаранах тавракурăма аталантарма тăрăшакансем çулсем иртсен те чун çимĕçĕсĕр пурăнмаççĕ. Ырă тĕслĕх кăтартакансенчен пĕри – Вăрнар поселокĕнчи Николай Петрович Степанов. Вăл 50 çул ытла район хаçатне вулать.

– Шкула кайичченех хаçат-журнала алла тытнă. «Çĕнтерÿ çулне» тус-юлташ, тăван пек кĕтнĕ. Халĕ те район хаçатне вулас килет, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Николай Петрович. – Ăна кашни çур çулта çырăнса илетĕп. «Çĕнтерÿ çулне» номертен номере кĕтсех тăратăп.

Хаçат тусĕ Кÿстÿмĕрте пилĕк ачаллă çемьере çуралнă. Кил-йышра асли хыççăн иккĕмĕш пулнă. Пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ.

Вăтам шкул хыççăн Канашри СПТУ-ра водителе вĕренсе тухнă. Хастар çамрăк Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче те ăс пухнă, «техник-механик» специальноçе алла илнĕ. 1986 çултанпа «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăрăшать. Ĕç картлашкипе хăпарса пынă, мастертан ăшă энергийĕн производствин цехĕн заместителĕ таран ÿснĕ.

Тепĕр чух вăхăт сахалрах, анчах та Николай Степанов юратнă «Çĕнтерÿ çулне» вулама май тупатех. Калас пулать, мăшăрĕ те, хĕрĕ те чун çăкăрĕсĕр пурăнмаççĕ.

– Район хаçачĕ тухма пуçланăранпа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 90 çул çитет. Çывхарса килекен юбилей ячĕпе редакцире тăрăшакансене те, хаçат тусĕсене те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, – кăмăллăн калаçрĕ Николай Петрович. – «Çĕнтерÿ çулĕпе» тата нумай çул туслă çыхăну тытасчĕ!

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика