Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Кăтартусем лайăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2017, 08:48 Просмотров: 395

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ферма ĕçĕ чарăнса лармасть. ,не-выльăха кашни кун пăхмалла, тутă тăратмалла.

Кăçалхи вунă уйăхри кăтартусене илсен, районта мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт производстви 32522 тоннăпа танлашнă, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 12586,9 тонна. /сĕм пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 2,5 тата 4,9 процент. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, К.Маркс ячĕллĕ тата «Янгорчино» хуçалăхсенчи ĕнесен продуктивлăхĕ вунă уйăхра 4944 – 4678 килограма çитнĕ пулсан, «Юнтапа», «Кольцовка» «Хорнзор» хуçалăхсен кăтартăвĕ 3285 килограмм майлă.

2017 çулхи вунă уйăхра мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай 4353 тонна туса илнĕ, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 3083,6 тонна. Пĕлтĕрхинчен 8 процент пысăкрах. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан производство калăпăшĕ Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Луч», «Янгорчино», «Победа», «Хорнзор», К.Маркс ячĕллĕ, «Мураты» хуçалăхсенче ÿснĕ.

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 17073 пуç шутланать, вăл шутра 7943 пуç ĕне. Сыснасем районĕпе 16002 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăхсен йышĕ 269 пуç, ĕнесем 51 пуç ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Мураты», «Броневик», «Знамя» хуçалăхсем ÿстерме пултарнă.

Чăваш ен патшалăх статистика управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Вăрнар районĕ сĕт туса илессипе тата ăна сутассипе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Аш-какай туса илсе ăна сутассипе те виççĕмĕш. Мăйракаллă шултра выльăхсен тата сыснасен хисепĕпе те вăрнарсем виççĕмĕш вырăнта. Çакă районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕç-хĕлне лайăх йĕркелесе пынине çирĕплетсе парать. Кăтартăва лайăхлатасси ертÿçĕсемшĕн тĕп тĕллев пулса тăрать.

К.ЮРЬЕВ.    

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика