Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Çĕçĕпе тапăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020 10:26 Просмотров: 152

Усал хыпар утпа çÿрет, тесе ахальтен каламан. Калининăра пулнă инкек пирки те сас-хура таврара хăвăрт сарăлчĕ. Шăматкун салара 59-ти арçынна темиçе хутчен те тискеррĕн çĕçĕпе чикнĕ-мĕн. Йывăр амантнă.

«Çав кун, 17 сехет те 30 минут тĕлнелле, кил хуçи хăйĕн хуçалăхĕнчех, анкарти хыçĕнче пулнă. Сасартăк ун çине питне маскăпа хупланă, камуфляж тумтир тăхăннă арçын тапăннă. Кил хуçине çине-çинех çĕçĕпе яшлаттарнă хайхискер. Кайран следовательсем палăртнă тăрăх, 7 хутран кая мар. Хырăмран та, кĕлеткерен те хытах лектернĕ. Хăйĕн ирсĕр ĕçне тунă хыççăн вара преступлени вырăнĕнчен вăрă-хурахла тарса çухалнă. Юрать, усал шухăшне пурнăçа кĕртеймен вăл. Йывăр суранланнă арçынна медицина пулăшăвне вăхăтра кÿнĕ. Преступление кам тума пултарнине çийĕнчех тупса палăртнă. Вăл кил хуçин кĕрÿшĕ пулнă 33-ри арçын тесе шутлаççĕ. Ăна тытса чарнă ĕнтĕ», – пĕлтерет ку тискер ĕç пирки Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн пресс-служби.

Каламалла, ку тискер преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă – çынна вĕлерме хăтланнăшăн. Ку йышăнăва прокурор саккунлă тесе йышăннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ