Кĕркунне мĕн улшăнать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020, 10:27 Просмотров: 296

Сисмерĕмĕр те – авăн уйăхне кĕтĕмĕр. Пирĕн çĕршывра пурăнакансемшĕн кăçал кĕркунне мĕн улшăнать? Çĕнĕлĕхсемпе «Российская газета» хыпарĕсемпе усă курса паллаштаратпăр.

Класс ертÿçисене – хушма тÿлев. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен учительсене класс ертÿçи пулнăшăн уйăхсерен 5 пин тенкĕрен кая мар тÿлеме тытăнаççĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен çулсерен 73,5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Тÿлев виçи класра миçе ача пулнинчен килмест.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апат çитерĕç. Çакăн пирки саккун авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. 1–4-мĕш классенче ăс пухакан шкул ачисене бюджет шучĕпе апатлантараççĕ. Регионсене 22 миллиард тенкĕ субсиди куçарса панă ĕнтĕ.

Кредита страхласа пĕтернĕ укçан пĕр пайне тавăрма пулать. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кредита палăртнă вăхăтран маларах парса татнă заемщиксем страховкăн пĕр пайне тавăрма пултараççĕ. Страховкăна вăхăт çитмесĕрех пăрахăçласси пирки кредит парăмне татнă хыççăн 7 кунра пĕлтермелле. Енчен те страхлав килĕшĕвне коллективлă схемăпа тунă-тăк (эппин, страхователь – банк) – 10 кунра.

Пандемие пула йышăннă мерăсене, кризиса хирĕçлисене, пăрахăçлаççĕ. Авăн уйăхĕнче ачасемшĕн пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕлĕх тÿлевсене пама ыйтса çырнă заявленисене йышăнма чарăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри 3–16 çулсенчи, тепри 16 çулчченхи ачасене пырса тивет. Çавăн пекех авăн уйăхĕнче ОСАГО килĕшĕвне диагностика карттине кăтартмасăрах тума ирĕк панă вăхăт вĕçленет. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа полис илнĕ чухне çак карттăн номерне даннăйсен базине кĕртмелле. «Кредит каникулĕсене» те текех тăсмаççĕ.

ОСАГО – йÿнĕрех. ОСАГО тарифĕсен коридорĕ анлăланать: авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен Тĕп банкăн ОСАГО пирки калакан хушăвĕ вăя кĕнĕ. Страховщиксен уйрăм водительсем валли тарифа пысăклатма та, çавăн пекех пĕчĕклетме те майсем пур.

Парăмсене – судсăрах. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре 50 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран парăм пур çынсемшĕн судсăрах панкрута кăлармалли процедурăна ĕçе кĕртеççĕ. Панкрута тухасси пирки заявление Нумай функциллĕ центрта пама юрать.

Социаллă пулăшусене уйрăм çынсен компанийĕсем те кÿме пултараççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммерципе çыхăннă компанисен те, патшалăх организацийĕсем пекех, граждансене социаллă пулăшусене тÿлевсĕр кÿме ирĕк пур. Пĕтĕмпе – 6 енпе: халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтересси (стационарлă пулăшусăр пуçне), санаторипе курорт сиплевĕ, паллиативлă медицина пулăшăвĕ, туризм, спорт хатĕрленĕвĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси. Çакăн валли паракан субсидие чи лайăх организацисем çеç тивĕçме пултараççĕ: вĕсене патшалăх саккасçи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх палăртать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика