Вĕренÿ çулĕсем чĕререх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020, 10:27 Просмотров: 314

Шкул çулĕсем... Мĕнле телейлĕ вĕт вĕсем! Çав тери кăмăллă шкулта ирттернĕ кунсене аса илме, анчах, шел, тавăрма çук. Акă, манăн та Вăрнарта шкулта вĕреннĕ вăхăт яланлăхах асра юлнă. Унтанпа 62 çул хыçа юлнă пулин те...

Халĕ пур ашшĕ-амăшне те чи хумхантаракан ыйту пĕрре пулĕ: мĕнле мелпе пĕлÿ пухĕç ачасем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче? Ашшĕ-амăшне кăна мар, учительсене те, вĕренекенсене хăйсене те кăсăклантарать ĕнтĕ вăл. Паллах, чи малтанах Роспотребнадзорăн мĕнпур сĕнĕвĕсене туллин пăхăнмалла. Унсăрăн май çук, эпидемиологи лару-тăрăвĕ паянхи кун та лăпкăланман-ха.

Иртнĕ вĕренÿ çулне ачасем коронавирус чирĕ сарăлнине пула пăрттăсем хушшинче вĕçлеймерĕç. Учительсем вĕсемпе дистанцилле майпа çыхăнчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ачасем валли шкулсен алăкĕсем уçăлчĕç пулин те ашшĕ-амăшĕсене «килти» вĕренÿ патне таврăнасси хăратать.

Чăнах та, чылайăшĕшĕн кăткăслăх кăларчĕ вăл. Хăшĕ-пĕри компьютер техники çукки, Интернет япăх ĕçлени пирки ÿпкелет. Учитель «чĕрĕ» калаçура ăнлантарнине, ачана пулăшса пынине нимĕн те çитмест, теççĕ. Тепĕр тесен, ачан, паллах, коллективра, тантăшĕсемпе кунсерен хутшăнас килет. Çавăнпа та усал вируса кĕçех пуçĕпех путлантарасса, унчченхи хăнăхнă пурнăç патне таврăнасса шанатпăр.

Хăй вăхăтĕнче эпĕ поселокри 1-мĕш шкулта, вырăнти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Кунтан анлă пĕлÿпе тухнă, професси алла илнĕ. Кăçал тăван вĕренÿ заведенине пĕрле вĕреннĕ тантăшсем питĕ килсе курас кăмăллă. Ахальтен мар, техникум сумлă юбилее паллă тăвать-çке. Анчах каллех коронавирусран сыхланса йышăннă чарусем чăрмав тăваççĕ. Юбилейлă мероприятисене сентябре куçарнă тетчĕç те, халĕ вĕсене тата та малалла тăсма тивнĕ ĕнтĕ. Чылай çын пурнăçĕнче курăмлă йĕр хăварнă вĕренÿ заведенийĕ хăйĕн ытамне хăнасене йышлă пухса пысăк юбилее тивĕçлĕ уявласса пурпĕрех шанас килет.

Шел, 1-мĕш шкулта тата техникумра пĕр вăхăтра вĕреннисенчен хăшĕ-пĕри паян пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ. Сăмахран, Альбина Никифорова, Владимир Добров, Анатолий Борисов тата ыттисем. Вĕсем пурте ку учрежденисенче вĕреннипе мăнаçланатчĕç, тарăн пĕлÿ панă педагогсемпе мухтанатчĕç.

Хăй вăхăтĕнче техникум студенчĕсем пулнă специалистсем Раççейĕпех саланнă. Сăмахран, Роберт Евдокимов Свердловск облаçĕнче, Галина Антонова-Липникова тата Елизавета Димитриева-Соловьева Курган облаçĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем пекех нумайăшĕ техникум хыççăн направленипе тĕрлĕ вырăнсене тухса кайнă та çемье çавăрса унтах пурăннă.

Шкулпа техникум юбилейĕсем маншăн та питĕ хаклă. Çавăнпах ку паллă датăсене халалласа «Моя жизнь» кĕнекен иккĕмĕш пайне, «Нинель» кĕнекен тăсăмне хатĕрлерĕм. Вĕсем кун çути курчĕç ĕнтĕ. Презентацине техникумра, юбилей мероприятийĕсен йĕркипе, ирттерме май килсен тем пекехчĕ.

Чуна çывăх районта, тăван Вăрнар тăрăхĕнче эпĕ тăтăш пулма тăрăшатăп. Ун сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнса пыни савăнтарать. Нумаях пулмасть тăван Уравăш салине çитсе куртăм, çулсене асфальт сарса йĕркене кĕртнине асăрхарăм. Çапах та ĕçлемелли, тимлĕх уйăрмалли нумай-ха.

Паттăр салтаксене сума суса лартнă палăк умĕнче пултăмăр. Ăна çĕнетсе илемлĕ сăн кĕртнĕ. Ывăлăмпа (вăл та çар çынни) тата Е.Голубцова ял хастарĕпе тавралли территорие хытхураран тасатрăмăр. Манăн атте Мануил Гречко вăрçă çулĕсенче Уравăшри чаçре службăра тăнине асра тытса палăк умĕнче пуç тайрăмăр.

Н.ГРЕЧКО,

ĕç ветеранĕ, запасри офицер.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика