Удостоверенисемпе пулăшу пулĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020, 10:28 Просмотров: 324

Вăрçăн йывăр вăхăчĕсем, кунĕсем халĕ те асран тухмаççĕ. Вĕсем вăл вăхăтри çынсен чĕрисене ĕмĕрлĕх ыраттарса хăварчĕç. Вăрçă ачисем мĕн курмарĕç-ши, тÿсмерĕç-ши хăйсен ĕмĕрĕнче?

Тăхăнмалли-çимелли пулман. Астăватăп-ха, выçăпа утса пынă çĕртех сулăнса каяттăмăр. Тавтапуç аннемĕрсене. Вĕсем çĕрĕк çĕрулмирен пĕçернĕ икерчĕпе, курăк яшкипе пире выçăпа вилесрен сыхласа хăварнă, анчах хăйсем пурнăçран иртерех уйрăлса кайрĕç.

Пенси илсе кураймарĕç. Колхоз уй-хирĕнче ир пуçласа каçчен, алă вăйĕпе хура тар юхтарса тырă вырнă, çĕрулми кăларнă, машина-трактор пулман. Хăйсен умне пысăк кунтăксем çакса тырă акнă. Эпир те аннесемпе пĕрле çара уран колхоз уй-хирне ĕçлеме чупнă. Пирĕншĕн ачалăх пулман, çапах та пĕр-пĕринпе килĕштернĕ, çынсем туслă пурăннă.

Радиопа шкулта ачасене лайăх апат çитермелли пирки тăтăшах калаçаççĕ. Çак вĕренÿ çулĕнчи çĕнĕлĕх: кĕçĕн классенче вĕренекенсене апат тÿлевсĕр çитермелле тунă. Ку вăл питĕ лайăх, паллах.

Эпир кăмакара пиçнĕ çĕрулмие икĕ кĕсье чиксе каяттăмăр та, ирпе-ирех çисе яраттăмăр. Çичĕ урок тухиччен выçă пурăннă, килелле тата виçĕ çухрăм утнă.

Хальхи ачасен пурнăçĕ – чăн савăнăç: хырăм тутă, çипуç чаплă, тăраниччен çывăраççĕ, вĕренÿ çинчен кăна шутламалла. Халĕ ача чухне тĕлĕкре нихçан та курман апат-çимĕçе çиетпĕр. Çитĕнтĕмĕр, ĕçлерĕмĕр, тивĕçлĕ канăва тухрăмăр. Тавтапуç, патшалăха, пире пенси парса усранăшăн.

Удостоверени илни вăрçă ачисене мĕнле пулăшу парĕ-ши? Больницăсене тухтăр патне черетсĕр кĕме ирĕк пулĕ-ши?

Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă чухнех хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ енчен йывăртарах, тен, малашне вăрçă ачисене пулăшу пулĕ тенĕччĕ. Эпир çавна шанса халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пая кайрăмăр, удостоверенисем илтĕмĕр.

Вăрçă ачисем пурте 80–90 çулсенчен иртнĕ. Ĕмĕр сукмакĕ кĕскелсех пырать. Вăрçă ачисен те пулăшăва кĕтсе илесчĕ. Пенси çумне хушма тÿлев пулсан тем пекехчĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика