Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Асаннесен ĕçлевлĕ паттăрлăхĕн йĕрĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020 10:28 Просмотров: 142

Çитес çул, 2021-мĕ-шĕнче, чăваш халăхĕ 1941 çулхи хĕл кунĕсенче чăн-чăн паттăрлăх кăтартса кĕске вăхăтра Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене тунăранпа 80 çул çитет.

– 1941 çулхи хĕл питĕ сивĕ тăратчĕ. Тăмлă çĕр вак укçа пек кăна катăлатчĕ. Апла пулин те хĕрарăмсем, ачасем, ватă арçынсем канма пĕлмесĕр тăрăшатчĕç, – аса илетчĕ асанне, Кивçурт Енĕшре пурăннă Мария Григорьевна Григорьева. Вăл ку çулхине ялти хĕрарăмсене тата 15–16 çулсенчи çамрăксене Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕ çывăхне окопсем чавма илсе кайнине пире, ачасене, тăтăшах каласа кăтартатчĕ. Тепĕр чухне 13–14-рисене те хăварман. Нестор Матвеев, сăмахран, 14-ра çеç пулнă.

Асаннепе кунта ĕçленĕ вăхăтра инкек сиксе тухнă. Ун пуçĕ çине лум ÿкнипе вăл йывăр аманнă. Çăлпуç ялĕнче çын патĕнче темиçе кун выртсан асаннене киле янă. Хыççăн ăна Енĕшри ял Совет секретарьне çирĕплетнĕ.

Хусан хÿтĕлев сооруженине Тăвай районĕнче 1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче тума тытăннă, кунти ĕçсем 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Ку районти окопсен тăршшĕ – 50 км ытла. Вăл Тăвай районĕнчи тăхăр, Вăрмар районĕнчи икĕ ял тăрăх Тутарстан Республикин чикки таран тăсăлнă.

Тылри халăхăн мĕн тери пысăк паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ хывăннă унта. Пирĕнте, кунта ĕçленисен мăнукĕсенче, çакă тĕлĕнмелле хăватлă туйăма – патриотизма вăратать.

Чăннипе, чунсене хумхантарать. Çакна асаннесен ĕçлевлĕ паттăрлăхĕн йĕрĕпе Тăвай районĕнче пулнă май пушшех те туйса илтĕм. Кувçурт Енĕшри Степан Илларионович Илларионов Герой ячĕллĕ музей-çурт ертÿçи Вячеслав Алексеев пуçарăвĕпе кунти Хусан хÿтĕлев линийĕсен вырăнне çитсе куртăмăр. Окоп чавнă вăхăтра хамăр ял çыннисем ĕçленĕ, пурăннă Çăлпуçне çаврăнса тухрăмăр. Асамлă туйăм çулçÿрев тăршшĕпе те, хыççăн та нумайччен сивĕнмерĕ.

Темиçе çул каялла тăвайсем Хусан хÿтĕлев обводне тума хутшăннисен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх ăрусен асĕнче хăварас тĕллевпе стела çĕклесе лартнă. Тăвайри историпе краеведени музейĕнче кунти ĕçсене халалланă диарама пур. Вăл пĕр пысăк стенана йышăнать. Павел Маркурьев художник (1985 çулта хатĕрленĕ) унта хĕрарăмсем, ачасем, ватăсем ĕçленине сăнланă.

Вăрнар район делегацине канмалли кун пулнине пăхмасăр музей директорĕ Владимир Федоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, тыл ĕçченĕ Лидия Михайловна Михайлова хапăлласа йышăнчĕç, историлле самантсемпе паллаштарчĕç. Ватă учитель хăйсен тăрăхĕнче хÿтĕлев линийĕсем тунă чухне ача пулнă пулин те нумай саманта астăвать. «Çанталăкĕ сивĕччĕ. Ĕçлекенсен çипуçĕ, пушмакĕсем начар. Анчах та вĕсем тăшманран хÿтĕленес тĕллевпе пĕрлехи вăйпа тăрăшнă. Окоп чавакансем, астăватăп, пирĕн ялти çемьесенче нумаййăн пурăнатчĕç», – терĕ Лидия Михайловна.

Сăр оборона линийĕ Мари Эл, Чăваш, Мордва Республикисен, Чулхула, Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсен территорийĕнчи Сăр, Уза, Няньга, Чардым шывĕсем хĕррипе иртнĕ. Вăл Хусана, Куйбышева (Самарăна), Ульяновска, ытти хулана тăшман илесрен хÿтĕлес тĕллевлĕ пулнă. Чăваш Республикин хальхи истори архивĕн кăтартăвĕсем тăрăх, строительствăна ĕçлеме пултаракан 171 пин çын хутшăннă. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçе тухнă. Хăшпĕр тапхăрта вĕсен йышĕ 100 пинрен те иртнĕ. Пĕтĕмпе 3 млн кубла метр çĕр чавса кăларнă. 1600 дзотпа дот, 1500 çĕрпÿрт хатĕрленĕ. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 380 çухрăм...

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ