«Нацисен кросĕ» старта йыхравлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.09.2020, 10:29 Просмотров: 336

Çак шăматкун, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ» чупу тусĕсене старта йыхравлать.

Ĕнер ăна хатĕрленсе ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Кăçалхи стартсем ытти çулхисенчен уйрăлса тăрĕç. Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн пандемине пула массăллă чупăва 18 çултан аслăраххисене кăна хутшăнма йыхравлаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов хăрушсăрлăх ыйтăвне тимлĕхе илме ыйтрĕ. Çынсен сывлăхне сыхлассипе медицина ĕçченĕсем хуралта тăрĕç, йĕркелĕхе полици ĕçченĕсем сыхлĕç.

Районăн тĕп физкультурникĕ Сергей Политов йĕркелÿ ĕçĕн кашни саманчĕ çинче чарăнса тăчĕ. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем спорт мероприятийĕн вырăнĕсене илемлетессине, автотранспорта вырнаçтарассине, суту-илÿ йĕркелессине тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

«Нацисен кросĕ» кăçал «Химик» стадионта иртет, 10 сехетре пуçланать. Ÿсĕме кура чупуçăсем 400 тата 800 метрлă дистанцисене тухĕç. Кашни чупуçăна стадиона ÿт температурине виçсе кĕртме палăртнă, çавăн пекех сывă пурнăç йĕркин тусĕсен хăйсен те хÿтĕлев мерисене çирĕп пăхăнмалла.

Массăллă ăмăрту пирки информацие кашни предприятие тата ял поселенийĕсене çитерĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика