Ыркăмăллăх ăмăртăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.09.2020, 10:30 Просмотров: 350

Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсем патĕнче «Родные» ыркăмăллăх фончĕн спортсменĕсем пулнă.

Акци сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе иртнĕ. «Родные» проект ертÿçи, регбол енĕпе спорт мастерĕ, ку тĕспе Чăваш ен командин капитанĕ Павел Сидоров, дзюдо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Иваничев, Илья Ефремов боксер, Виталий Федоров тяжелоатлет 7–9-мĕш классем хушшинче мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе сакăр команда вăй виçнĕ. Хĕрÿ тупăшура çĕнтерÿ 7-мĕш «а» тата 9-мĕш «а» класс каччисене тивĕçнĕ. Кашни футболиста грамотăпа, медальпе, значоксемпе, çĕнтерÿçĕ-командăсене унсăр пуçне кубоксемпе чысланă. Чи лайăх вăйăçсем номинацисем тăрăх парнесене тивĕçнĕ.

Хĕрачасем арçын ачасене флешмобпа савăнтарнă. Фитнес-аэробика упражненийĕсене вĕсене «Динамо» организацин аэробика уйрăмĕн ертÿçи Лилия Яковлева вĕрентнĕ.

Сумлă хăнасем шкул-интерната мечĕксем, скакалкăсем парнеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика