Салтак-акка

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.09.2020, 10:31 Просмотров: 376

Фронтран таврăнакансемпе тулнă эшелон Вăрнар станцине çитсе чарăнчĕ. Чылаййăн анчĕç. Макăрни те, юрлани те, пĕр-пĕрне шыраса чĕнни те илтĕнме тытăнчĕ. Пĕр çамрăк хĕре кăна никам та кĕтсе илекен пулмарĕ.

«Атте те, апай та ватă, Чăрăш Ишекрен кунта çити тухма вĕсене йывăртарах пуль», – тесе шутларĕ те хĕр çула май пĕрле утакан çук-ши тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ун шухăшне пĕлнĕ пекех пĕр арçын сасси илтĕнчĕ. Вăл Нурăсалла машина каясси пирки тата транспорт ăçта ларнине пĕлтерчĕ.

Вăрман кукринчен тухсан тăван ял масарĕ те курăнса кайрĕ. Çывхарса пынăçемĕн çул тăрăх ял енчен чăрăш лăссисем выртнине курчĕ хĕр. «Такама анчахрах пытарнă. Пирĕн килте пурте тĕрĕс-тĕкелех-ши?» – шухăш вĕлтлетсе илнĕ унăн пуçĕнче. Çурăм хыçĕнчи салтак кутамккине илсе салтрĕ те: «Мухтав сана, Турă, каялла киле çавăрса çитернĕшĕн», – тесе çур çăкăр чĕллине ик-виç татăк туса масара кĕмелли çул хĕррине хурса хăварчĕ.

Акă ĕнтĕ уй хапхи те курăнса кайрĕ. Хапха тăрринче шăпăрлансем лараççĕ – ахăртнех, хăйсен ашшĕсене кĕтеççĕ. Хĕр çывхарсан вĕсем пурте хапха çинчен анчĕç, пĕр-пĕрин çине пăхкаларĕç те шăппăн пăшăлтатрĕç. «Ку арçын мар, ку салтак-акка», – терĕç.

Килĕнче амăшĕ пĕчченех тĕпелте тем кăштăртатать. Алăк сассине илтсен вăштах çаврăнчĕ те: «Елян, çитрĕн-и? Кĕтсе илейместĕп пуль терĕм сана. Чĕререн пăшăрхантăм. Аçу, вăн, кĕтсе илеймерĕ, çĕркаç хĕрĕх кунне асăнтăмăр», – терĕ те макăрса ячĕ. Ашшĕне пытарнă чух пăрахнă чăрăш лăссисем пулчĕç иккен çул тăрăх. Чылайччен калаçса ларчĕç хĕрĕпе амăшĕ. Каç та пулчĕ. Август уйăхĕ кăна пулсан та хĕвел иртерех ана пуçларĕ. Выльăхсене пуçтарса кĕрсен ывăннă пек туйрĕ те Елян канас тесе вырăн сарчĕ. Анчах ниепле те çывăрса каяймарĕ, иртни куç умне киле пуçларĕ.

Шĕнер Ишекпе Чăрăш Ишек ялĕнчен чылай хĕре çар комиссариатне чĕнтернĕ. Унта ятарласа комисси килнĕ иккен. Пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе кĕртнĕ хĕрсене. Вĕсенчен чылайăшĕ вырăсла пĕлмен пирки комисси панă ыйтусене хуравлайман та вĕсене каялла кайма ирĕк панă. «По-русски знаешь?» – тесе ыйтнă Елянран та. Унăн ашшĕ вырăсла лайăх пĕлнĕ, хĕрне те вĕрентме тăрăшнă. Çавăн пирки вăл комиссинчи çынсем мĕн каланине веçех ăнланнă. Çапла вара 18 çулхи Еляна фронта кайма повестка панă...

– 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче Мускав фрончĕн 862-мĕш зенитлă артиллери полкне лекрĕм. Зоя Космодемьянскаяна çакса вĕлернĕ Петрищево ялĕнче çĕр выртма тÿр килчĕ. Ун çинчен каласа кăтартнипех чĕре тăпăлса тухать пулĕ терĕм. 1943 çулхи июль уйăхĕнче пирĕн чаçе 1790-мĕш зенитлă артиллери полкне куçарчĕç. Пирĕн Фрунзе ячĕпе хисепленсе тăракан тĕп аэродрома сыхламалла икккен. Эп, чăваш хĕрĕ, çавăн чухлĕ самолет нихçан та курманскер, тĕлĕнсе кайрăм. Аэродромĕ Чăрăш Шĕнер уйĕ пысăкăш. Самолетсем вĕçе-вĕçе сывлăша хăпарса кайнине курсан чĕре пăчăртана-пăчăртана килетчĕ. Фронтран аякра пулсан та пирĕн дисциплина çирĕп пулнă. Ман телефон умĕнче ларма лекрĕ. Шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килетчĕ. Телеграф умне ларма та лекетчĕ. Эп Морзе азбукине питĕ лайăх пĕлнĕ. 1945 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăрçă пĕтнĕ тесе хыпарларĕç. Те Семенков, те Семчуков хушаматлă летчика ЛИ-2 самолетпа Берлина вĕçме приказ килчĕ. Вăл çийĕнчех çула тухрĕ. Тепĕр кунне кăнтăрла тĕлне каялла вĕçсе килчĕ. Ăна пĕтĕм чинлă офицерсем кĕтсе илчĕç. Эпĕ те Хисеплĕ караула лекнĕччĕ. Вăрçă пĕтнĕ пулин те киле август уйăхĕсĕр те таврăнма май килмерĕ, яппунсем «чăрмантарчĕç», – аса илнĕ Чăрăш Ишекре пурăннă Елена Леонтьевна Леонтьева.

Вăрçăран килсен ăна авăн уйăхĕнче Шĕнер Ишек шкулне вожатăй пулма чĕннĕ. Килĕшнĕ вăл, анчах нумаях ĕçлеймен, ноябрь уйăхĕнче шкултан пăрахнă.

– Ку ман ĕç мар. Хăшпĕр ачисем парта хушшинчех çывăрса каятчĕç. Ыйтсан: «Апай чирлĕ, ун вырăнне тырă вырма кайрăм», – тесе хуравлатчĕç. «Атте вăрçăран таврăнаймарĕ тесе хытах кулянатчĕ», – тенĕччĕ пĕр хĕрачи, – çирĕплетнĕ Елена Леонтьева. Ун хыççăн вăл бригадăра, фермăра тăрăшнă. Мĕн пенсие тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Уй-хир ĕçĕсене те туса пынă. «Мана анчах мар, ун чухне пурне те йывăр пулнă», – çавăн пек аса илнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Елена Леонтьевна 87 çулта çĕре кĕнĕ.

Халĕ ĕнтĕ 9 çул çитнĕ вăл тăвансенчен уйрăлса кайни. «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата ытти наградăсемпе чысланă ăна.

Вăл хăй çинчен питех каласа кăтартма юратман. «Эп фронтовик, эп вăрçăра пулнă» тесе кăкăр çапакан арçынсене хăвăртах вырăна лартатчĕ. Хăйне темиçе хĕрпе пĕрле снайпер пулма хатĕрленине те ăнсăртран тенĕ пек каласа янă вăл. Елена Леонтьева пĕр хĕре – Нинăна – кун-çул парнеленĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ кĕçĕн мăнукĕсене те утьăкка сиктерсе курнă.

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика