Çамрăк салтаксем ун патне туртăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.09.2020, 10:49 Просмотров: 376

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Афган вăрçинче çапăçнă 3800 ветеран пурăнать. Вĕсенчен пĕри – Станислав Николаев. Паян унпа вулакансене çывăхрах паллаштарас килет.

Станислав Владимирович Шĕнер Ишек ялĕнче 1968 çулта çуралнă. Хресчен çемйинче çитĕннĕскере мĕн пĕчĕкрен çирĕп пулма, аслисене итлеме хăнăхтарнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Вăл физика, ĕç тата физкультура урокĕсене ытларах килĕштернĕ. Шĕнер Ишек вăрманпа юнашар вырнаçнăран ачасене физкультура урокĕсенче тăтăшах унта илсе тухнă. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăннă, çулла компаспа усă курса тĕрĕс çула тупма вĕрентнĕ. 8-мĕш класра ăс пухнă чухне Станислав «Зарница» вăййине хутшăннă. 9 класс пĕтерсен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне инженер-механика вĕренме кĕнĕ. Унтах шофер тата тракторист профессийĕсене алла илнĕ. Вăл техникумри педагогсемпе мастерсене пурнăç, туслăх урокĕсемшĕн паянхи кун та тав тăвать. Çарпа патриотизм ĕçĕ унта малти вырăнта тăнă. Çакă яшсене çарта питĕ кирлĕ пулнă. 1987 çулта Станислав Николаева çара кайма повестка панă. Çапла 18-ти каччă вĕренсе пĕтермесĕрех çар ретне тăнă.

Паллах, малтан вăл ыттисемпе пĕрле çамрăк салтаксен курсĕ витĕр тухнă. Вĕренÿ чаçĕнче каччăсене хĕрхенмесĕр «хăваланă»: маршбросоксене хутшăнтарнă, автоматран, пулеметран, гранатометран пеме вĕрентнĕ. Çапла майпа çамрăксен хăюлăхĕ туптаннă. Таджикистанра ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн салтаксене Афганистанри «хĕвелпе пуля хулине», Кабула, илсе кайнă. «Хама урăх тĕнчене лекнĕнех туйрăм. Унти халăха пирĕн салтаксем шкул, ача сачĕ, çул туса пулăшатчĕç. Çапах эпир вĕсемшĕн ют пултăмăр. Пире «шурави» тесе чĕнетчĕç», – аса илчĕ Станислав. Вăл каланă тăрăх, заданисенче çамрăксем икшер-виçшер эрне выçăллă-тутăллă пурăнни те пулнă.

Станислав юлташĕсене пулăшма тăрăшнă. «Тÿрĕ кăмăллă, тăрăшуллă, ĕçчен. Служба вăхăтĕнче Станислав Николаев ефрейтор хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Шанчăклă çын. Унпа çар подразделенийĕнче нумайăшĕ туслă. Станислав патнелле çамрăк салтаксем уйрăмах туртăнаççĕ. Вĕсене унăн ырă кăмăлĕ, техника пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни, сăмахпа çеç мар, ĕçпе те пулăшма хатĕрри илĕртет», – çырнă юлташĕсем Станиславăн блокнотĕнче. Çамрăксем Афганистанран тухиччен пĕр-пĕрне çапларах сывпуллашу сăмахĕсем çырса панă, адресĕсемпе улшăннă. Шел, Станислав Владимирович çарта пĕрле пулнă юлташĕсемпе пĕрре те курса калаçман.

1988 çулхи çу уйăхĕнче Афганистанри совет çарĕсен уполномоченнăйĕ пулма Борис Громов генерал-лейтенанта уйăрса лартнă. Вăл салтаксене ют çĕршывран илсе тухма хушу илнĕ. Совет çарĕ хатĕрленме пуçланă. «Афганистанран тухнă чухне пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли çамрăк салтаксене сыхласси тесе ăнлантарчĕç. Душмансем кĕтмен çĕртен персен вĕсем мĕн тумаллине те пĕлмеççĕ. Эпир вара пĕлетпĕр», – каласа кăтартрĕ Станислав. Çапла пĕтĕм йывăрлăх 19–20 çулсенчи каччăсен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. 1989 çулхи кăрлач уйăхĕнче çара хатĕрлесе çитернĕ. Совет салтакĕсене ăсатма Афганистанра пурăнакан ахаль çынсем пуçтарăннă, чечек çыххипе килекен те пулнă. Çамрăксене сыхлас тесе техника умне кишлаксен старейшинисене тăратнă. «Тухăçра вăй çеç мар, ăс та хисеплĕ», – тесе ахальтен каламаççĕ çав. 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Афганистанран совет салтакĕсене пурне те илсе тухнă.

Пирĕн салтаксемпе офицерсемшĕн Тăван çĕршыва таврăнни чăн-чăн уяв пулса тăнă. Станислава ялĕпех савăнса кĕтсе илнĕ. Вăл килне пачах урăх çын пулса таврăннă: вилĕме куçран пăхнăскер çирĕп чунлă, патвар. Станислав Владимирович çемье çавăрнă, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Интернационалист салтаксен паттăрлăхĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика