Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.09.2020, 10:51 Просмотров: 353

Район уй-хирĕнче техника кĕрлени илтĕнсех тăрать. Акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене пухса кĕртессишĕн çĕр ĕçченĕсем кунĕпех вăй хураççĕ.

Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 17192 гектар вырнă, 54326 тонна çапса тĕшĕленĕ, плана 96 процент пурнăçланă. Вăтам тухăç – 31,6 центнер. Чи пысăк кăтарту Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн (46,6 ц) тата «Санары» агрофирмăн (45,9 ц).

Тырă тухăçĕ «Мураты», «Янгорчино», «Знамя», «Компания Агро», «Агрохмель», «Победа» предприятисенче тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Алексей Игнатьев, Михаил Максимов, Алексей Фадеев, Игорь Сергеев, Игорь Филиппов, Григорий Лукин, Андрей Петров фермерсен хуçалăхĕсенче 30 центнертан иртнĕ. «Хорнзор» тата «Юнтапа» кооперативсенче те сарă ылтăн йĕтем тулли. Кашни гектартан 30 центнер тухнă.

Хресчен пулас тухăç пирки те шухăшлать. Акă, кĕр тырри 5823 гектар акнă, çав шутра тулă – 5449, ыраш – 310, тритикале – 64, вика – 10 гектар. Хура çăкăр çиекен хур курман, теççĕ. Ыраша Карл Маркс, «Мураты», «Луч», «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенче, «Санары» агрофирмăра акнă.

Çĕрулмине 176 гектар кăларнă, 3897 тонна пухса илнĕ. Вăтам тухăç – 221,4 центнер. «Агрохмель» агрофирмăра «иккĕмĕш çăкăр» пуринчен ытла ăнса çитĕннĕ. Çĕрулми кашни гектартан 300 центнер тухать.

Иртнĕ эрнере районта пĕрремĕш хут «Мураты» кооперативра çĕрулмине тирпейлес, суйлас, çуса тасатас тата виçсе чĕркес енĕпе производство линине хута янă. Калас пулать, «иккĕмĕш çăкăра» хуçалăхра кăçал 120 гектар лартнă. Çак вăхăта илсен ăна 110 гектар кăларнă. Çĕрулмине 2,5 кг тытăнса 25 кг таранах виçсе чĕркеме пулĕ.

Çĕнĕ оборудование хутса ăшăтмалли ангарта вырнаçтарнă. Кирлĕ пулсан ăна çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче ĕçлеттерме пулĕ. «Мураты» кооператив ертÿçи Геннадий Спиридонов палăртнă тăрăх, çĕрулми туса илессипе тăрăшни тупăш кÿрет. «Иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарассипе чăрмавсем пулмалла мар. Çĕрулми ыйтакансем пур. Ял хуçалăх продукцийĕ те çителĕклĕ.

«Агрохмель» хуçалăхăн хăмла плантацийĕнче те ĕç курăмлă. Симĕс ылтăна 11 гектар çинчен пухса илнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика