Вăхăтра тÿлемелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2020, 11:03 Просмотров: 376

Полицин «Вурнарский» пайĕ асăрхаттарать: РФ КоАП-ĕн 32.2-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарнă çыннăн штрафа вăхăтра татмалла.

Ку тÿлеве вăл штраф хуни çинчен калакан йышăну саккунлă вăя кĕнĕ кунран 60 кун иртиччен хывма тивĕçлĕ. Кунсăр пуçне штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн те явап кĕтет – административлă йĕркене пăсни çинчен протокол çыраççĕ (РФ КоАП-ĕн 20.25-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ). Хăйĕн явапсăрлăхне пулах çыннăн тăкак ытларах курма тивет. Вăхăтра татман штраф икĕ хут пысăкланать, анчах ун виçи 1 пин тенкĕрен сахалрах пулмалла мар. Е тата укçапа çыхăнман явап тĕсне те палăртма пултараççĕ. Сăмахран, 15 талăк таран административлă арест хума е 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме те пăхнă.

Штрафа тÿлеме панă 60 кун иртсен, саккунпа килĕшÿллĕн, ку суммăна шыраса илессипе суд приставĕсен служби тимлеме тытăнать. Парăма ĕç укçинчен, стипендирен е тупăшăн ытти тĕсĕсенчен хистесе тавăрма пултараççĕ.

«Пурнăçлав производстви çинчен» федераллă саккун çине таянса, штрафпа пĕрлех суд приставĕ йĕркене пăсаканран патшалăх пошлинине те шыраса илет.

Хисеплĕ граждансем, административлă саккунлăха пăсасран асăрханса штрафсене саккунпа çирĕплетнĕ тапхăрта хывма сĕнетпĕр. Çакă сире хушма тăкаксенчен те хăтарĕ.

Кăсăклантаракан информацие Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕнче ыйтса пĕлме май пур. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 23-мĕш «а» çурт.

Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 25-мĕшĕччен районта «Парăмçă» оперативлă профилактика мероприятийĕ иртет.

С.МАРТЫНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн административлă саккунсене пурнăçланине асăрхассипе тимлекен инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика