Уйрăм йĕркепе йышăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2020, 11:04 Просмотров: 358

Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви патшалăх тивĕçтерĕвĕсене электронлă майпа кÿрессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çынсене меллĕрех пултăр тесе ку тытăма çĕнетсе-лайăхлатсах пыраççĕ.

Республикăра пурăнакансене, акă, Раççей тата ют çĕршыв паспорчĕсене илме, пурăнакан вырăнта регистрацие тăма е регистраци учетĕнчен тухма патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсен Пĕрлĕхлĕ порталĕн (http://www.gosuslugi.ru) пулăшăвĕпе усă курма сĕнеççĕ. Çакă ĕçе ансатлатма та, вăхăта перекетлеме те май парать.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсене илме электронлă мел суйлакансен чăнах та çăмăллăхсем чылай. Заявление вĕсем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче çырса яма пултараççĕ. Гражданин миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăма пĕр хутчен, тивĕçтерÿсене илме кăна, килни те çителĕклĕ. Çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне хатĕрленисĕр пуçне, паллах. Ун чухне цифрăллă сăнÿкерчĕк тума та килмелле.

Электронлă мелпе усă куракансене уйрăм йĕркепе е палăртнă вăхăтра йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне ĕçĕн кашни тапхăрĕ пирки те «Уйрăм кабинетра» хыпарласах тăраççĕ. Унтах сирĕн заявленипе ĕçлекен сотрудниксемпе тĕрлĕ ыйтупа хутшăнма май пур. Тата тепĕр меллĕ çĕнĕлĕх – хут бланк вырăнне интернет-сайтра интерактивлă формăпа усă курма пултарни.

Палăртмалла, алăпа çырнă заявленин те, электронлă мелпе янин те юридици пĕлтерĕшĕ пĕрешкелех.

Заявление Пĕрлĕхлĕ портал урлă пама регистраци ирттермелле – ку ĕç питĕ ансат. Çавăн пекех миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăма пĕр хутчен пымалла. Кирлĕ документсен переченĕ те, заявленисен тĕслĕхĕсем те порталта пĕтĕмпех пур.

Электронлă документсене чи малтан, заявителе черетре кĕттермесĕр пăхса тухаççĕ.

Полицин «Вурнарский» пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика