Çĕнĕ йышпа пухăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2020, 11:05 Просмотров: 370

Шăп вунă кун каялла кăна-ха район Пухăвĕн депутачĕсене суйларăмăр. Шанăçа тивĕçнисем çитес 5 çулта район пуласлăхĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ, район çыннисене хумхантаракан чи çивĕч ыйтусене татса парассипе тăрăшĕç.

Тунтикун вара 7-мĕш созыври Пухăвăн çĕнĕ йышĕ пĕрремĕш ларăва пухăнчĕ. Чи малтанах унта кĕнĕ 19 депутатăн ятне районăн территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Григорьева пĕлтерчĕ. Суйлав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май вăл пурне те шаннине тÿрре кăларма, хамăр тăрăхăн ăнăçлăхĕшĕн ÿсĕмлĕ ĕçлеме сунчĕ.

Сăмах май, ларăва Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев та хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш ларура тĕпе тухакан ыйту паллă: малашнехи ĕçе йĕркелесе пыма Пуху председательне палăртмалла. Вăлах, Вăрнар район Уставĕнче çирĕплетнипе килĕшÿллĕн, район Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Уçă сасăлав сĕннĕ икĕ кандидат тĕлĕшпе иртрĕ. Вĕсенчен депутатсем хăйсен сассисене ытларах Владимир Яковлевшăн пачĕç. Çапла майпа Владимир Сергеевич Яковлев çитес 5 çуллăх депутатсен корпусĕн ертÿçи пулнипе пĕрлех районăн çĕнĕ Пуçлăхĕ те.

«Владимир Яковлев – тивĕçлĕ кандидат. Ун пултарулăхĕ, хастарлăхĕ пирки ĕçĕсемпе çитĕнĕвĕсем хăйсемех калаççĕ. Строительство енĕпе тимлекен «Звездопад» тулли мар яваплă обществăна ÿсĕмлĕ ертсе пырать. Ун тивлечĕпе поселокра хăтлăх ĕçĕсем чылай пурнăçланнă, тĕрлĕрен объектсем çĕкленнĕ. «Август» Фирмăн Тутарстан Республикинче хута янă «Алабуга» çĕнĕ йышши хăватлă предприяти строительстви те тĕп çитĕнÿсенчен пĕри. Хăйсем те пĕтĕм вăй-хăвата парса ĕçлеме пултаракансем, ыттисенчен те çакна çирĕп ыйтакансем района çав тери кирлĕ. Владимир Яковлев район пуласлăхне çĕнĕ варкăш кĕртессе шанатăп», – пухăннисем умĕнче хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Евгений Захаров.

Ытти ыйтусем шучĕпе депутатсем Вăрнар район Пухăвĕн регламентне пăхса тухса çирĕплетрĕç. Çавăн пекех уçă сасăлав йĕркипе председатель заместительне Евгений Захаров, секретариата Елена Буданова депутатсене суйларĕç.

Депутатсен район Пухăвĕн тытăмĕнче пĕрмаях ĕçлекен пилĕк комисси пулĕ. Вĕсен кулленхи ĕçне йĕркелесе ертсе пыма Валерий Шумилов, Михаил Горбунов, Сергей Кузьмин, Рифкат Киметов, Владислав Попов депутатсене шанчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика