Урăхларах йĕркепе пулин те – хаваспа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2020, 11:05 Просмотров: 392

Çĕнĕ коронавируса пула тухса тăнă эпидемиологи лару-тăрăвĕ спорт тытăмне те улшăнусем кĕртрĕ.

Кăçал ку сăлтавпах палăртнă чылай ăмăрту пăрахăçланчĕ, спортсменсем тренировкăсене чарусене çемçетнĕ хыççăн çеç пĕчĕккĕн ирттерме тытăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ те – «Нацисен кросĕ» – урăх форматпа иртрĕ. Шăматкун вăл çăмăл атлетика тусĕсене «Химик» стадионта пуçтарчĕ. Анчах та ытти çулсенчи пек массăллă мар – старта 18 çултан аслăраххисене кăна тухма ирĕк панă.

– Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни иммунитета çирĕплетет. Спортăн çак уявĕнче пире нимĕнле эпидеми те хăрушă маррине кăтартса парăпăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Андрей Тихонов, спортсменсене дистанцие çăмăллăн парăнтарма ăнăçу сунса.

Пухăннисене Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев та саламларĕ. Вăрнар районĕ пултаруллă спортсменсемпе яланах уйрăлса тăнине палăртрĕ, пурне те вĕсен тĕслĕхĕпе çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Андрей Владимировичпа Александр Юрьевич район администрацийĕн пай ертÿçисемпе, предприяти-организацисен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе VIP-старта тухрĕç.

Ыттисем ÿсĕме кура 400 тата 800 метрлă дистанцисене чупрĕç. Кăçал та стартсенче уйрăмах район администрацийĕн, Калинино райповĕн, район тĕп больницин, налук инспекцийĕн, Пенси управленийĕн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем хастар пулчĕç, призерсен йышне лекрĕç.

Çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине харпăр хăй ÿсĕмĕнче Геннадий Медведев («Чăвашкабельмет»), Александра Ермошкина (Упнер ял тăрăхĕ), Борис Семенов (Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕ), Надежда Лаврентьева (Ярмушка), Александр Коротков, Алексей Скворцов (ПНИ), Александр Кочкин (Калинино ял тăрăхĕ), Эльвира Чугунова (Ершепуç ял тăрăхĕ), Нина Тикинева (РДК), Владимир Скворцов (ял хуçалăх техникумĕ), Светлана Павлова (Калинино шкулĕ), Сергей Степанов (Аçăмçырми ял тăрăхĕ), Эмилия Концова (Вăрнар) тивĕçрĕç. Вĕсене медальсемпе, грамотăсемпе, «Нацисен кросĕ» символикиллĕ парнесемпе чысларĕç.

Ăмăртăва санитари нормисене пăхăнса йĕркелерĕç. Стадиона кĕриччен кашнинне ÿт температурине виçрĕç, алăсене антисептикпа сиенсĕрлетрĕç. Медицина тата полици ĕçченĕсем хуралтах тăчĕç.

Кăçалхи чупу урăхларах йĕркепе иртрĕ пулин те пурне те савăнăç кÿчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика