«Сана пурнăçра нимĕн те туса параймарăм...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:31 Просмотров: 622

Çĕрпел тăрăхĕнчи паттăр салтаксемпе малалла паллаштаратпăр

Александр Ильич Ильин. Рядовой. Фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Çĕрпелте 1909 çулта çуралнă. Йышлă çемьере çитĕннĕ. Пĕртăвансем 12-ĕн ÿснĕ.

Ялта колхоз чăмăртаннă вăхăтра Александр Ильич пуянсен килĕнчен кĕлетсем, ампарсем пăсса тухнă çĕре хутшăннă. Çав çуртсенчен вĕсем ялăн анатри çерем лаптăкĕнче тырă ампарĕсемпе кĕлетсем, выльăх витисем çĕклесе лартнă. Каярах фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхма пуçланă. Вăрçă умĕнхи çулсенче конюхра ĕçленĕ.

1942 çулхи февралĕн 2-мĕш каçĕ. Хăйĕн колхозри ĕçне пуçтарса килнĕ хыççăн мăшăрĕпе валеçсе панă пăрçа вăрлăхне краççин çутипе суйлама вырнаçса ларсассăнах ял Совечĕн исполнителĕ пÿрте кĕрсе тăнă. Çав çын Александр Ильича ыран, февралĕн 3-мĕшĕнче, фронта тухса кайма аллине повестка тыттарнă.

Урамра çав тери сивĕ çанталăк тăнă. Мăшăрĕ Гликерия Тарасовна çĕр хута салтак кутамккине хатĕрлеме пуçланă, сакайĕнчи аçамсемпе витнĕ çĕрулмине макăра-макăра илсе тухнă.

Александр Ильич килтен каяс умĕн салтак кутамккине çурăм хыçне çакса пур ачипе те ăшшăн калаçса сывпуллашма пуçланă. Унăн çемйинче 5 ача хушшинче калаçайманни те, анчах сăмах хушма вĕренни те пулнă. Пĕчĕккисем килте мĕн пулса иртнине, паллах, ăнланайман. Юлашкинчен 13 çулти аслă Евгень ятлă хĕрне çÿле çĕклесе%

– Сана пурнăçра нимĕн те туса параймарăм, – тесе хыттăн макăрса янă.

Евгень ашшĕне ăсатма ял уничи патне çитиех чупса пынă.

Салтака ăсатма ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Çав кунхине Çĕрпелти Александр Ильичпа пĕрле Ефим Скворцов та фронта тухса кайнă. Ялти комсомолецсем вĕсене çанталăк питĕ сивĕ тăнă пирки кăрман ăшне лартса Вăрнара лашапа çитерсе янă.

Александр Ильичран юлашки çыру апрель уйăхĕнче килнĕ. 1942 çулхи июль уйăхĕнче, вăрçă хирне тухса кайнă хыççăн 6 уйăх иртсен, Ильинсен çемйине усал хыпар çитнĕ% «Александр Ильич Ильин фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçса вилнĕ». Çак хыпара вуласа пĕлсен мăшăрĕ, Гликерия Тарасовна, чĕри хытă çуннине ачисем умĕнче кăтартас мар тесе, сĕм çĕрле пÿрт картлашки çине тухса ларса, урам алăкĕ çине пăхса малтанхи 2–3 кун вăрттăн хытă макăрнă.

Александр Ильич Ильин 1942 çулхи июль уйăхĕнче, Курскпа Орел хулисем хушшине пуçтарăнса килнĕ нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Июлĕн 15-мĕшĕнче Курск облаçне кĕрекен Фатеж хули çывăхĕнчи Новая Головинка ялĕ патĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Çак хыпар хыççăн Александр Ильичăн Евгень хĕрĕ колхозра аслисемпе тан ĕçлеме пуçланă. 13 çулта конюха вырнаçнă.

Гликерия Тарасовна та çумра пĕчĕк ачасем пуррине пăхмасăр колхоза каймасăр тăман. Бригадир каланă ĕçсене пурне те хутшăнма тăрăшнă.

Август уйăхĕнче ыраш вырма вăл килти пур ачине те уя пĕрле илсе тухнă. Иккĕри ачине никамсăр килте хăварма май пулман. Ытти çынсемпе танах тÿпе чалăшне виçтерсе юлнă. Хăйсем çурлапа тырă вырнă вăхăтра пĕчĕк ачана утиялпа чĕркесе ана пуçĕнче çывратса хăварнă. Хăйсем васкавлăн ĕçленипе тÿпе лаптăкĕнче шалтан-шала куçса пынă. Шел, ача утиял ăшĕнчен йăванса тухса, хĕртсе пăхакан хĕвел ăшшипе каллех ĕнтĕркесе питĕ хытă пиçсе кайнă. Çавăн хыççăн вăл нумаях пурăнайман, çĕре кĕнĕ.

Евгень шкула кайма пăрахнă. Çав çулхине Çĕрпелти Венямин Гаврилович Дубанов Сталинград çапăçăвĕнче амансан Канаш хулинчи госпитале сипленме килнĕ. Сывалкаланă хыççăн ăна фронт валли çар ураписем илме килне янă. Ял Совечĕн ку урапасене лашапа Канаша çитерсе памалла пулнă. Лавçăсем хушшинче çамрăк конюх Евгень пулнă. Дубанов тĕлĕннипе пĕчĕк хĕрачаран вăл кам ачи пулнине ыйтса пĕлнĕ. Евгения Александровна шинель тăхăннă çар çыннине çапла хуравланă%

– Ман атте вăрçăра вилнĕ, халĕ эпĕ унăн вырăнне конюхра ĕçлетĕп, – тенĕ...

Федор Кузьмин.

Хурăнсур Çармăс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика