Райпо аталанăвне кашниех тÿпе хывнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2020, 16:43 Просмотров: 328

Кирек мĕнле предприяти-организацин историне, аталанăвĕн çул-йĕрне унăн ĕçченĕсем çыраççĕ. Калинино райповĕ вуншар çул хăватлă та ÿсĕмлĕ тимленинче, хальхи конкурентлăх кăткăс тапхăрта хăйĕн çирĕп позицийĕсенчен чакманнинче паянхи сотрудниксемпе танах ун ветеранĕсен тÿпи те курăмлă.

Тивĕçлĕ канăва тухнисем яланах хисепре кунта. Вĕсене кирек хăçан та хапăлласа кĕтеççĕ, çамрăк специалистсем вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса тимлеççĕ.

Маргарита Михайловна Сергеева та, акă, хăйĕн опычĕпе паллаштарса, пултаруллă миçе бухгалтера вĕрентсе хатĕрлемен пулĕ. Унпа çума-çумăн тăрăшса бухгалтер учечĕ енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă специалистсем халĕ судра, налук службинче, вĕрентÿ пайĕнче ĕçлеççĕ. Мухтанать вĕсемпе «вĕрентекенĕ». Вăл хăй – Калинино райповĕн ятлă-сумлă ĕçченĕсенчен пĕри. 36 çул ку тытăмра пĕр улшăнми, чунтан парăнса вăй хунă. 1972 çулта техникум хыççăн райпотребсоюза направленипе килнĕ «хĕрлĕ» дипломлă специалиста Анастасия Гавриловна Федотова тĕп бухгалтер вĕçертес темен. Вăл профессире пысăк çитĕнÿсем тума пултарассине, хастарлăхне тÿрех сиснĕ, хăйĕнпе юнашар хăварнă. Тепĕр çулталăкранах тĕп бухгалтерăн заместителĕн должноçне те шаннă. Маргарита Михайловна хăйĕн опычĕ сахалрах тесе малтанах хирĕçлеме пăхнă пулин те. Пурнăçăн пысăк тапхăрĕ унăн, паллах, Калинино райповĕпе çыхăннă. «Ун чухнехи Алексей Яковлевич Яковлев председатель тем пек ярасшăн марччĕ. Райпотребсоюз çĕклекен çуртра сана хваттер пĕрремĕш паратпăр тесе те ÿкĕтлерĕ. Çапах та килпе-çемьепе, ача-пăчапа çывăхрах пулас килни çĕнтерчĕ. Кÿлхĕрринче пурăннăран Калинино сельпоне куçрăм, – каласа парать Маргарита Михайловна. Çапла Калинино сельповĕнче (каярахпа – райповĕнче) аслă бухгалтер заместителĕнче, аслă бухгалтерта, тĕп бухгалтерта ырми-канми, кану кунĕсене уямасăр, тăрăшнă вăл. Пĕр вăхăтра, хăйсене валли кадрсем хатĕрлес тесе, райпо укçа-тенкĕ хывнипе Калининăри 24-мĕш училищĕре сутуçăсен курсне хатĕрлесе кăларнă. Бухучетпа планировани вăрттăнлăхĕсене вара студентсене шăпах Маргарита Михайловна уçса панă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та 12 çул ĕнтĕ – райпо Канашĕн членĕ.

Кăçал, акă, хисеплĕ ветерана «180 лет потребительской кооперации Российской Федерации» медальпе чысланă. Ку наградăна тивĕçнинче мĕнпур ĕçтешĕмсен тÿпи те пур, çитĕнÿсене пĕрле туптанă, тет вăл. Хăйĕн професси çулĕ çинче ăста вĕрентекенсем тĕл пулнăшăн, туслă коллективра вăй хума пÿрнĕшĕн савăннине уйрăммăн палăртать.

Ирина Григорьевна Баранован потребкоопераци системинчи пĕтĕмĕшле стажĕ вара 43 çулпа танлашать. «Пурнăçăм суту-илÿрех иртрĕ ĕнтĕ. Телее, нихăçан та япăх та тÿрккес çынсемпе ĕçлеме тÿр килмен. Кăмăллăччĕ, ĕçшĕн çунакансемччĕ пурте. Çавăншăн хама телейлĕ туятăп», – тет Ирина Григорьевна. Мускаври коопераци техникумĕнче пĕлÿ пухнăскер, тĕрĕссипе, вăл Вăрнар райпотребсоюз тытăмне ăнсăртран лекнĕ теме те юрать. Пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем пекех тĕп хуларах тĕпленсе юлма та пултарнă. Анчах çемьери лару-тăрăва пула Вăрнара таврăнма тивнĕ. Обществăлла апатлану организацине буфетчицăна вырнаçнă, пĕлĕве малалла вара куçăмсăр майпа тарăнлатнă. Пултарулăхне кура çамрăк специалиста кĕçех яваплăрах тивĕç шанаççĕ – Вăрнарти 1972 çулта уçăлнă гастрономра бакалея пайĕн заведующине çирĕплетеççĕ. 18 çул туртнă çак йывăр лава Ирина Григорьевна. Çăмăл килмен, анчах ÿпкелешме хăнăхманскер малаллах ăнтăлнă. Ун чухне çемьеллĕ пулин те, хăех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тавар турттарма е сутма çÿренĕ.

– Туянакансене лавккана илĕртес тесе ытти çĕрте çук таварсене (апельсин-мандаринсене, ытти çимĕçсене) кÿрсе килеттĕм. Юрать, пĕрле вĕреннисемпе нихăçан çыхăну татман – ăна-кăна тупма вĕсем самай пулăшатчĕç. Йăрă пулнă çав, лара-тăра пĕлмен. Плансене тултарманни нихăçан та пулман, – аса илет вăл çав çулсене. Çавăнпах Хĕрлĕ ялава та алăран яман – суту-илÿ кăтартăвĕсемпе малти ретрен чакман.

Каярахпа Ирина Григорьевна хăй пурăнакан Хапăс ялĕнчи лавкка заведующине куçма йышăнать. Çак утăма тума хĕрарăма çемье хушăнса пыни, алăра пĕчĕк ачасем пулни хистенĕ. Вăр-вар сутуçă вырăнти юхăнса ларакан лавккана пулăшуçăсем тупса туххăмрах хăтлăх кĕртет. Унччен Вăрнарти пекех кăтартуллă вăй хума тытăнать. Ахальтен мар ун патне пĕрмаях çамрăк сутуçăсене вĕрентме çирĕплетнĕ. Çакăншăн вĕсем паян кун та ăна ырă сунса тав тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри, халĕ Мускавра пурăнакан Çĕрпел хĕрĕ Эвелина Шашкова, сăмахран, юратнă «вĕрентекенне» пĕр уявра та шăнкăравласа саламлама манмасть-мĕн.

Каярахри çулсенче Ирина Григорьевна Калинино райповĕнче тĕрлĕрен должноçсенче тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ% товароведра, председатель заместителĕнче–заготовительте. Çакăнпа пĕрлех Чăвашсоюз страхлав компанийĕнче 17 çул тăрăшнă, работниксемпе пайçăсене, вĕсен пурлăхĕпе выльăх-чĕрлĕхне страхланă.

«Темле кăткăс вăхăтра та ĕçлеме тивнĕ. Тавар тупма йывăр чухне те, талон-списоксен тапхăрĕнче те... Апла пулин те çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерессине, вĕсене ырă кăмăлпа, вашават йышăнассине тĕпе хунă», – тет халăх тавĕпе юратăвне çĕнсе илнĕ сутуçă.

Аçăмçырминче пурăнакан Зинаида Владимировна Егорован пурнăçĕ те суту-илÿпе уйрăлми çыхăннă. Шупашкарти коопераци техикумĕнче алла диплом илсен, 1978 çулта, Калинино райпоне килнĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван организаци аталанăвĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă вăл. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ – салари çăкăр лавкки. «Çăкăра ун чухне Вăрнартан турттаратчĕç. 5 машина харăс килетчĕ, кашнине 128 лоток вырнаçать. Вĕсене хамăрах тар тухичченех пушататтăмăр. Кун каçиччен пĕр çăкăр юлмиччен пĕтĕмпех халăха сутса салатнă», – йывăрлăхсем сахал мар пулнă пулин те, ăшшăн аса илет вăл профессири малтанхи утăмсене.

Çав çулсенче Калининăри Суту-илÿ çурчĕ таврари чи пысăк лавккасенчен пĕри шутланнă. Тÿме-йĕпрен пуçласа техника хатĕрĕсем таранах туянма май пулнă унта. Зинаида Владимировна кунта куçсан чылай çул атă-пушмак пайĕнче, галантерейăра ăнăçлă ĕçленĕ. 90-мĕш çулсенчи реформа йĕркипе промтаварсемпе суту тума пăрахсан, Суту-илÿ çурчĕн чылай пайĕ хупăнсан гастронома куçнă. Каярахпа райпора кладовщикĕн, склад заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле стажĕ 38 çул райпо ветеранĕн.

Зинаида Владимировна тăван Калинино райповĕ хальхи вăхăтра та кая чакмасăр аталанса пынишĕн, халăха тĕрлĕ тивĕçтерÿсем паракан мăнаçлă пĕрлĕх пулнишĕн чунтан хĕпĕртет.

– Тен, тупăшлах мар пулĕ, анчах Калинино райповĕ ялсенчи лавккасене тытса пырать. Салана е Вăрнара пĕрмаях тухса çÿрейместпĕр те, пирĕншĕн, ялта пурăнакансемшĕн, çакă калама çук ырлăх. Тата кунсерен тутлă, килте пĕçернĕ пек техĕмлĕ, çăкăр çитернĕшĕн тав тăвас килет. Нимле хутăшсем хушмасăр пĕçернĕ сиплĕ çăкăра ачасем те хулана туянса каяççĕ», – тивĕçлипех мухтать вăл çамрăк ĕçтешĕсене.

41 çул пĕр улшăнми тимленĕ суту-илÿ хастарне Клара Васильевна Илларионована тата кам пĕлмест пулĕ Калинино тăрăхĕнче. Халăхра «пасар площадĕ» текен вырăнти «Продукты» лавккана вуншар çул епле ÿсĕмлĕ ертсе пычĕ. Суту-илÿри лайăх кăтартусемшĕн коллективпа пĕрле тивĕçнĕ наградисен те, хăйне уйрăммăн хавхалантарнисен те шучĕ çук. Лавккана кĕрсен вĕт сутуçă туянакана мĕнле кĕтсе илнинчен нумай килет. Клара Васильевна вара пуринпе вашават, сăмах хушма ÿркенмест, питĕнчен йăл кулă каймасть. Лавккара та яланах тирпей-илем, продукци пахалăхĕ çирĕп асăрхавра пулнă. Çакă туртнă та туянакансене йышлăн лавккана.

Хăйĕн Калинино райповĕнчи ĕç-хĕлне Клара Васильевна 1979 çулта пуçланă. Шупашкарта вĕреннĕ чух вĕсен ушкăнĕнчен Мускаври олимпиадăна сутуçăра ĕçлеме кандидатсене хатĕрленĕ-мĕн. Тĕплĕ суйлав витĕр Клара Васильевна та тухнă, «телейлисен» списокне унăн ятне те кĕртнĕ. Анчах, малтан тем пек кĕтнĕ пулин те, çитсе курайман вăл çĕршывра иртнĕ пĕрремĕш Олимпиадăна. Çемье лару-тăрăвне пула сĕнĕве хирĕçлеме тивнĕ. Çапла Калининăра ĕçе кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ лавккара вăй хунă% гастрономра, культмагра... Кирек хăш вырăнта та хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă, плансене пурнăçлассипе вĕçĕмех малтисен йышĕнче пынă. Ыттисемшĕн тĕслĕх шутланнă. Çавăнпах ĕнтĕ, автоматизаци пирки сăмах пуçлансан, ку çĕнĕлĕхе хăш лавккара малтан кĕртесси пирки иккĕленÿ пулман. Меслете пĕрремĕш хут 2013 çулта «Продукты» лавккара тĕрĕсленĕ. «Çĕнĕ япала яланах кăткăс самантсем кăларать. Йывăрччĕ малтан, пĕтĕмпех ăнланса пĕтерейместпĕр, никамран пулăшу ыйтаймастăн. Çапах та пĕчĕккĕн хăнăхрăмăр, каярахпа хамăр ытти лавккасен сутуçисене чылай вĕрентрĕмĕр», – ĕç саманчĕсене аса илет Клара Васильевна.

Каламалла, унăн профессире кăна мар, обществăлла ĕçре те хастарлăхĕ иксĕлми. Хăйĕн хыççăн çынсене ертсе пырас пултарулăх пуррине, активлăхне кура ăна 2002 çулта организацин профсоюз председательне суйланă. Пысăк яваплăхпа йышăннă вăл çак тивĕçе. Коллективпа район, республика шайĕнчи ăмăртусенчен юлман, спортпа туслăскерсем çĕнтерÿçĕсен йышне те тăтăшах кĕнĕ. Кунсăр пуçне туслă коллективăн культура пурнăçĕ те пуян. Работниксен пĕрлехи усăллă канăвне, тĕрлĕрен тĕлпулусене йĕркелесси те тимлĕхрен тухман.

Чăнах та, ĕçне кура хисепĕ. Ахальтен мар çак кунсенче Клара Васильевнана савăнăçлă лару-тăрура саламласа «100 лет профсоюзам Чувашии» медальпе чысларĕç.

Тĕрĕссипе, Калинино райповĕ профессионаллă специалистсене хатĕрлекен, пĕтĕçтерекен пĕрлĕх тесен йăнăш мар. Людмила Николаевна Романова та, акă, ку мăнаçлă тытăмăн пĕр пайĕ пулма тÿр килнипе мухтанать. Нумай чухне кану кунĕсемпе уявсенче пÿлĕмрен тухмасăр отчетсемпе ларма тивнĕ пулин те, юратнă ĕçе кунсеренех хавхаланупа килнине палăртать вăл. 26 çул пĕр самант пек сисĕнмесĕр иртрĕ, тет.

Калинино райповĕн йышне Людмила Николаевна, унччен вырăнти профтехучилищĕре тăрăшнăскер, 1987 çулта Маргарита Сергеева тĕп бухгалтер йыхравланипе лекнĕ. Хăйне бухгалтер тивĕçĕсене сĕнсен хаваспах килĕшнĕ. Шанăçа тÿрре кăларнă% тÿрĕ кăмăлпа, вăхăтне шеллемесĕр вăй хунă.

– Коллектив лайăххи, пурте хăйсен сферинче маттурри манăн ĕçе çав тери çăмăллататчĕ. Ирина Григорьевна товаровед, Зинаида Владимировна склад заведующийĕ, Клара Васильевна лавкка заведующийĕ, ыттисем отчетсене пĕр йăнăшсăр-кăлтăксăр, вăхăтра паратчĕç. Тавах вĕсене. Маргарита Махайловнăн пулăшăвне те пĕрмаях туйнă, – тав тăвать Людмила Николаевна ĕçтешĕсене-тантăшĕсене.

Бухгалтерсене ун чухне çăмăлах пулман ĕнтĕ. Хальхи пек компьютер пулăшман, кашни пуса алăпа çырса, пуç ватса шутласа кăларма тивнĕ. Апла пулин те юратнă ĕç яланлăх чĕрере, тĕлĕкре те тĕлленет, тет Людмила Николаевна.

Ун сăмахĕсенех Калининăри Галина Афанасьевна Прокопьева яр уççăн çирĕплетет. Тепĕр тесен, ĕç чуна выртмасан, кăмăла тултармасан пурнăçăн 38 çулне халаллатăн-ши ăна; Çук пулĕ. Галина Афанасьевна вара 63 çула çитичченех Калинино райповĕн аталанăвне пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывса тимленĕ. Сывлăхĕ хавшани кăна тăван коллективран уйрăлма хистенĕ.

Çак вăрăм тапхăрта пултаруллă специалист тĕрлĕ çĕрте сутуçăра вăй хунă% культмагра, кĕнеке, промтаварсен лавккисенче... Ниçта та ÿркенмен. Каярахпа обществăлла апатлану тытăмне склад заведующине, райпо складне куçарсан та лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Ятлă-сумлă ветеран унчченхи Калинино сельпоне 1976 çулта чи малтанах çăкăр лавккине вырнаçнă. Çакăнтан пуçланнă та унăн професси кун-çулĕ, пысăк çитĕнĕвĕсем.

– Хăнăхманран малтанхи кунсенче çăкăрне шутлама та пĕлместĕмччĕ. Пĕрерĕн-пĕрерĕн шут çинче хушаттăм, – халĕ ăшă кулăпа аса илет Галина Афанасьевна.

Майĕпен ăсталăха туптанă, кăмăлсем çирĕпленнĕ. Пуян опыт пухнă май хăй çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ вĕрентекен пулса тăнă.

– Пире, черченкĕ хĕрарăмсене çăмăл килмен, паллах, сутуçăра та, складра та. Авăнса ларнă, анчах таварне те тиенĕ, пушатнă та. Хамăр тăрăхра кăна мар, республика тулашне тавар сутма тухса çÿренĕ. Юрать, юнашарти «Правда» колхозпа çыхăну туслăччĕ. Машина кирлĕ чухне малтан автобазăна мар, тÿрех Кошкин председатель патне вĕçтереттĕм. Ытла кăмăллă çынччĕ, нихçан пулăшусăр хăварман. Сăмахран, комбикормсем тултарса тиесе килмелле тесен çынсене те туххăмрах тупса паратчĕ, – йывăрлăхсене çĕнтерсе ĕçленине хавхаланса аса илчĕ Галина Афанасьевна.

Тавар турттарасси пирки калас-тăк, водительсем пирки асăнмасăр иртме çук. Техника хатĕрĕн рулĕ умне ларма тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнă, шанчăклă çынсене кăна йышăннă вĕт.

– Калинино райпоне эпĕ Вăрнарти автобазăра, тепĕр кана колхозра тăрăшнă хыççăн килтĕм. Хальхи пек куç умĕнче% ун чухнехи Кадыков председатель патне 5 шофер кĕтĕмĕр. Таисия Михайловна «Валерăпа ĕçлесе курнă, хăйĕн ĕçне аван пĕлет» тени ÿкĕте кĕртрĕ пулмалла, мана суйласа илчĕ, – çирĕплетет Кÿлхĕрринчи Валерий Прокопьевич Яковлев та, 2000 çулччен Калинино райповĕн водителĕ пулнăскер.

Çав çулсенче çĕршыв анлăшĕнчи çитсе курман кĕтес те юлман унăн. Тавар кÿрсе килме те, сутма та çĕршер-пиншер километр хыçа хăварса тĕрлĕ хуласене çаврăннă.

Ветерансен пачах тунсăхлама вăхăт çук. Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем çулсем иртсен те çирĕп те туслă. Час-часах тĕл пулаççĕ вĕсем, уявсене йышлăн ирттереççĕ, вăрмана кăмпана çÿреççĕ, пĕрле санаторисенче канаççĕ... Вĕсен хастарлăхĕнчен, пурнăçа юратнинчен савăнса тĕлĕнмелли кăна юлать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика