Ветеран-кооператорсем такăрланă çул сулмаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2020, 16:44 Просмотров: 323

Атте-анне юратса пиллет пире пуян тĕнче...

Атте-аннемĕр пиллесен сан ырлăху çитет пине...

Çак сăвă йĕркисем паян, Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, пире аслă ăрури çывăх çыннăмăрсене хисеп хумалли пирки аса илтереççĕ. Çак кун патшалăхпа общественноçа ватă çынсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕхрех пулма, вĕсен пурнăçне çăмăллатма тÿреммĕнех хутшăнма хистет.

,ç коллективĕсенче те çак кун аслă ĕçтешĕсене, предприяти-организаци çĕкленĕвне калама çук пысăк тÿпе хывнă çынсене, чыслаççĕ. Калинино райповĕн Канашĕ те ку тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене çулсеренех сума сăвать.

Ветеран-кооператорсем такăрланă çул сулмаклă. Вăл пысăк опыта, аталанăва, ĕçе чунтан парăннине пĕрлештерет.

– Потребкооперацире 40 çул ытла ĕçлени пĕр кун пек иртсе кайрĕ, – терĕ, акă, Вăрнар райповĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшнă Тамара Александровна Абрамова.

1960 çулта Вăрнар поселокĕн потребительсен обществине вырнаçма килсен пĕтĕм пурнăçне суту-илÿ тытăмĕпе яланлăх çыхăнтарасси пирки шухăшлама та пултарайман вăл. Шалу пĕчĕкки те хăратман ăна – ĕçлес кăмăлĕ пысăкрах пулнă. Çулсем иртнĕ май ăсталăх та ÿснĕ, райпон шут ĕçне çирĕп йĕркелеме май панă.

– Вăрнар райповĕн тытăмĕнче 420 ытла çын тăрăшатчĕ. Вăл 8–9 организацие пĕрлештеретчĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ баланса туса пĕтерме киле илсе каяттăм. Электроника пулман ун чухне, шутсемпе ĕçленĕ. Хутсене сĕтелĕпе сарса хураттăм. Упăшка çыврать, эп цифрăсемпе тăрмашатăп, – кăмăллăн аса илет Тамара Александровна.

Вăрнар райповĕ ун куçĕ умĕнчех аталанса пынă. «Ытла та йывăр условисенче ĕçлетчĕç çынсем. Çуртсем йăлтах йывăçранччĕ, вĕсене райпо ĕçченĕсем хăйсем хутса ăшăтнă, вуттине хăйсемех татнă, çурнă. Строительство тапхăрĕ, паллах, пурне те хавхалану кÿчĕ. Çĕнĕ çăкăр завочĕ, напиток цехĕ çĕкленчĕç, суту-илÿ точкисем çĕнелчĕç. Укçа-тенкĕ тупассипе-ыйтса илессипе чылай тимленĕ...» – калаçу çăмхи сÿтĕлнĕçемĕн иртнисем куç умне тухсах пычĕç.

– Тамара Александровна Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче чи вăйлă бухгалтер пулнă, унпа ытти районсем те канашлатчĕç, ун патне вĕренме яратчĕç, – калаçăва хутшăнчĕ Елена Григорьевна Николаева.

Çирĕплĕхĕпе, яваплăхĕпе чăннипех уйрăлса тăнă тĕп бухгалтер. Пурте унпа танлашма тăрăшнă. Ун сăмахне Мускаври поставщиксем те шаннă, таварпа маларах укçа куçармасăрах тивĕçтернĕ. 90-мĕш çулсенче вăл патшалăх банкĕнчен Арбитраж сучĕ урлă вăрах вăхăт укçа куçарманшăн хăй калашле, «пĕр центровоз шурă эрех чухлĕ» штраф выляса илнĕ. Кун пекки Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче урăх пулман.

Ăста бухгалтера Раççей Центросоюзĕн тата Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

– Пирĕн специалистсем питĕ вăйлăччĕ вĕт. Кашни хăйĕн вырăнĕнче хăйĕн ĕçĕшĕн вĕçне çитиччен яваплăха туйнă, – терĕ Елена Григорьевна.

Унăн та райпо тытăмĕнчи стажĕ пысăк – 38 çул. Кооператив техникумне пĕтерсен Чăвашпотребсоюз аппаратĕнче пилĕк çул вăй хунă, унтан кĕске вăхăт – совхозра. 1970 çултан вара – Вăрнар райповĕнче. 29 çул экономика пайĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. «Коллектив питĕ туслăччĕ. Пайсемпе çирĕп хутшăнса ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Нихăш çул та плана тултарманни пулман. Пĕрлешсе ĕçленĕ – çавăнпа çитĕнÿсем пулнă та», – терĕ кăмăллăн Елена Григорьевна.

– Шăпана эпĕ çакнашкал çынсемпе, наставниксемпе ĕçлеме тÿр килнĕшĕн тав тăватăп. Хамăрăн ветерансемпе çав тери мухтанатăп. Вĕсем – пирĕн мăнаçлăх. Вăрнар тата Калинино райпо тытăмĕнче тивĕçлĕ канурисем 250-ăн ытла. Шел те, çулсем иртнĕçемĕн вĕсен речĕ сайралсах пырать. Çавăнпа та вĕсемпе паян, пурăннă чухне, калаçас килет. Урамра кашни курмассеренех чун хĕпĕртет. Кăçал коронавирус пандемине пула вĕсене пĕр йыша пухаймастпăр, çавăнпа та хаçат урлă пурне те саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Сăмах май, Тамара Александровна Абрамована çывхарса килекен 80 çулхи юбилей ячĕпе пĕтĕм коллективран ырăлăх, телей сунатăп. Çавăн пекех автобаза тытăмĕнче 25 çула яхăн тăрăшнă рабочи Ольга Петровна Петрова та çак кунсенче 90 çул тултарчĕ, ăна та пĕтĕм ĕçчен ячĕпе вăрăм кун-çул сунатăп, – терĕ Калинино райповĕн ветерансен канашĕн председателĕ Роза Валерьяновна Сидорова.

Райпо ĕçченĕсем иртни тавра нумай калаçрĕç. Константин Иванович Кадыков, Владимир Николаевич Федоров председательсене, маларах ĕçленĕ аслă бухгалтерсене Мария Сотникована, Любовь Дмитриевана, Альбина Павлована, Марина Кочеткована, Людмила Трофимована ырăпа аса илчĕç. Паянхи ĕçченсене çивĕч конкуренцие пăхмасăр малалла та малалла талпăнма ăнăçу сунчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика