Сывлăха сиен кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:07 Просмотров: 510

Вăрнар район сучĕ хамăр тăрăхри 42-ри арçын тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă.

Суд тенкелĕ çине ăна хăйĕн тетĕшне хĕнесе сывлăхне хавшатни илсе çитернĕ. Суд палăртнă тăрăх, хайхискер апрель уйăхĕнчи пĕр кун 73-ри тетĕшĕпе вăрçăнса-хирĕçсе кайнă. Нумай шутламан, тарăхса вĕчĕрхеннĕскер алла металл костыль ярса тытнă. Унпа ватă çынна пуçран, хулпуççинчен туртса çапнă. Тăванĕн сывлăхне вăтам йывăр сиен кÿнĕ.

Суд ларăвĕнче вăл ку преступление тунине тунман. Айăплав приговорне суд патшалăх айăплавçин позицине, çăмăллатакан пулăмсене, çав шутра пĕчĕк ача пуррине, шута илсе кăларнă. Арçынна çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Тĕрĕслев тапхăрĕ те çавăн чухлех. Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ.

Вăрнар район прокуратури.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика