Хĕрачана наркотик сĕннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:07 Просмотров: 412

Хамăр районта çула çитменнине хирĕç тунă преступленишĕн 36-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна тăратнă айăплав çирĕп. Вăл вунпиллĕкри хĕрачана наркотиклă япаласемпе усă курма ÿкĕте кĕртнĕ тесе шутлаççĕ.

– Следстви версийĕ тăрăх, ачашăн хăрушă ку ĕç кăçалхи май уйăхĕнче çырăннă. Çак вăхăтра вĕсем хайхи арçыннăн автомашинин салонĕнче пулнă. Калаçса-илĕртсе, наркотике тутанса пăхма хистесе, вăл хĕрачана наркăмăша ăша хывма ÿкĕте кĕртнĕ. Сăмах май, унччен маларах ку арçын тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 318-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Сăлтавĕ – вăл август уйăхĕнче Вăрнарта икĕ полици сотрудникне хирĕç вăйпа усă курни. Йĕрке хуралçисем çемьери хирĕçÿ çинчен пĕлтернине тĕрĕслеме килнĕ пулнă. /сĕрскер вĕсене саккунлă тивĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарма хăтланнă-мĕн. Полицейскисенчен пĕрне вăл пусма тăваткалĕнче урайне тĕксе ÿкернĕ, теприне алăран тапнă. Апла пулин те ăна лăплантарма пултарнă.

Айăпланакан арçынна тытса чарнă. Суд йышăнăвĕпе ăна следстви ĕçĕсем иртнĕ вăхăтлăха хупса лартнă. Уголовлă ĕçсене пĕррене пĕрлештернĕ, тишкерÿ малалла пырать, – пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн пресс-служби.

Следовательсем аса илтереççĕ: çула çитменнисене наркотиксемпе е психотроплă ытти япаласемпе çыхлантарни – йывăр преступлени. Яваплăхĕ те уншăн çирĕп – 15 çул таран ирĕксĕр юлма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика