Пушарсен чăн хăрушлăхне ăнланмасан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:08 Просмотров: 406

Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри Тĕп управленийĕ асăрхаттарать: çурт-йĕре, экономика объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра питĕ тимлĕ хатĕрлемелле.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта йăлари пушарсен хисепĕ икшер, виçшер хут ÿсет. Инкексен 80 енне проценчĕ уйрăм кил-çуртра тата нумай хваттерлĕ çуртсенче тухать.

Шел те, хăшĕ-пĕри пушарсен чăн хăрушлăхне ăнланмасть, шута илмест. Хăрушсăрлăхăн чи ансат правилисене те пулин пăхăнма хыпăнмасть.

Çак тапхăрта вара электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни вут-çулăм инкекĕсен чи анлă сарăлнă сăлтавĕ пулса тăрать. Сивĕ çанталăка кура пÿлĕмсене электричество приборĕсемпе ăшăтасси ÿсет. Вĕсене электросете харăсах темиçе те чикеççĕ. Изоляцири кăлтăксем пирки, кĕске замыкание пула пушар пуçланать те.

Электропроводка, розеткăсемпе выключательсен юсавлăхне тимлĕхрен кăларма юраманнине те тепĕр хут аса илтеретпĕр. Килте тунă электроприборсем пирки вара уйрăм калаçу. Çынсем вĕсене укçа перекетлес тесе ăсталаççĕ-ха ĕнтĕ. Анчах çав вăхăтрах хăйĕн тата çывăх çыннисен пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларнине манаççĕ. Заводра туса кăларман, шанчăксăр приборсемпе нумай хутлă çуртсен хваттерĕсенче те, уйрăм секторта та, производствăра та усă курни тĕл пулать. Анчах хытарсах калатпăр – хăвăр тĕллĕн туса хатĕрленĕ электроприборсене ниçта та, нимле майпа та ĕçлеттерме юрамасть.

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта уйрăм тимлĕх ыйтакан тепĕр пулăм – кăмакасене хутса ăшăтмалли тапхăра тĕрĕс хатĕрлени. Вĕсен тата тĕтĕм çулĕсен юсавлăхне пĕрмаях асăрхасах тăмалла. Кăмака умне тимĕр листи çапмалла, çурăк-шăтăксене тăмлă-хăйăрлă растворпа çыпăçтармалла, тĕтĕм çулĕсене хăрăмран тасатмалла тата тăрпасене шуратмалла.

Кĕркунне кил-хуçалăхра тата тавралли территорире йĕркелĕх кĕртни, типĕ курăкпа çулçăсене пухса тасатни аван. Çавăн пекех кил-çурт çывăхĕнче çунакан материалсене ан упрăр.

Хисеплĕ район çыннисем, тимлĕхе нихăçан та ан çухатăр. Сирĕн тата тавралли çынсен хăрушсăрлăхĕ сирĕнтен килет.

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика