Аннепе аппа асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:08 Просмотров: 421

Иртни манăçмасть. Юнлă вăрçăн хаяр тапхăрĕ халĕ те чуна çÿçентерет. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пирĕн тăвансем те пысăк тÿпе хывнă. Вăрçă ман аппан ачалăхĕпе çамрăклăхне туртса илнĕ, вăл ирех Сталин ячĕллĕ колхоз ĕçĕсене кÿлĕннĕ.

Атте фронта ирсĕр тăшмансемпе çапăçма кайнă. Пирĕн анне колхозра кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă май унăн ачисене пăхма та майсем çителĕксĕр пулнă. Çак пархатарлă тивĕçе Вера аппа пурнăçланă.

1941 çулхи раштав уйăхĕнчи пĕр пурнăç ÿкерчĕкĕ куç умне тухрĕ. Аннене, Клавдия Осиповна Васильевана, Сăр чиккине ĕçлеме кайма повестка пачĕç. Эпир, ачисем, хытах кулянтăмăр. Анне хаш сывларĕ те кутамкка хатĕрлеме пуçларĕ: унта çĕрулми, сухан, савăта янă çу, çĕтĕкпе чĕркенĕ пуртă, çĕрулмипе хутăш пĕçернĕ çăкăр, килте тĕртнĕ мăшăр пир тăла хучĕ. Пустав сăхман, çăпата тăхăнчĕ, шăннă çĕре ватма 7 кг таякан лум илчĕ.

Сăр тăрăхĕнчен окоп чавса килнĕ хыççăн анне епле ĕçленине куççуль витĕр каласа кăтартнăччĕ. Канмалли кунсемсĕр тăрăшнă, çĕрпÿртсенче чăрăш, хыр лăссисем сарса урайĕнче çĕр каçнă.

Вера аппа колхозра та вăй хунă: навус тасатнă, уй-хирте юр тытма хутшăннă, пахчаçимĕç, тĕштырă тата выльăх апачĕлĕх, техника культурисем çитĕнтернĕ.

Эпир, аппаран кĕçĕнреххисем, кил хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Çĕр участокĕ 0,4 гектарччĕ. Çулла утă типĕтсе капана хывнă. Хĕлле те ал усса ларман, фронт валли çĕрулми касса кăмакара типĕтнĕ. Кăмака хутма Василий тăванăмпа вăрмантан çапă пухса килнĕ.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă аннемĕрпе аппа хисепе тивĕçрĕç. Вĕсене «Тăван çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăларĕç. Эпĕ, 1934 çулта çуралнăскер, «Вăрçă ачисем» удостоверенине тивĕçрĕм.

Николай Синицын.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика