Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Халăх мĕнле хаклать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020 11:12 Просмотров: 238

Халăх транспорт полицийĕн ĕç-хĕлне мĕнле хаклать? Тивĕçтерÿсен шайĕпе кăмăллă-и?

Çак ыйтусен хуравне пĕлес тĕллевпе ку подразделенисен сотрудникĕсем тата Линейнăй пай çумĕнчи Обществăлла канаш представителĕсем чукун çул вокзалĕсенче тата аэропортра август–сентябрь уйăхĕсенче ыйтăм ирттернĕ.

Ăна анонимлă майпа йĕркеленĕ, çапах та арлăх паллине тата çул ÿсĕмне кăтартма тивнĕ. Ыйтăма 18 çултан аслăраххисене хутшăнтарнă. Кăтартусем тăрăх, акă, респондентсен 89 проценчĕ сывлăш транспорчĕ çинчи полицие шаннине пĕлтернĕ. Хирĕçле хурав паракансем 6: пулнă. Ыттисем нимле шухăш та каламан. Чукун çул транспорчĕ çинчи йĕрке хуралçисен ĕçĕпе кăмăллисем вара – респондентсен 72 проценчĕ. Ку ушкăнран 15 проценчĕ вĕсем йĕркелĕхе тивĕçтернине шанмасть, 13 проценчĕ хуравлама тăхтанă.

Йĕрке хуралçисемпе çыхăну тытма хирĕç мар-и тесе ыйтнине ытларахăшĕ майлă хуравланă: вĕсем шалти ĕçсен органĕсене яланах вăл е ку майпа пулăшассине пĕлтернĕ. Авиатранспорт пассажирĕсенчен 69 проценчĕ, сăмахран, шанчăксăр çынсеме пăтăрмахлă пулăмсем çинчен информаци пама, 46 проценчĕ свидетель кăтартăвĕсемпе тивĕçтерме, преступнике паллама, 36 проценчĕ понятой пулма хатĕр.

Çав вăхăтрах 18 проценчĕн обществăлла йĕркелĕх хуралне хутшăнма тата 23 проценчĕн преступниксене тытса чарма пулăшма кăмăл пур.

Чукун çул транспорчĕн пассажирĕсем асăрхануллăрах, полици ĕçченĕсемпе хутшăнасшăнах мар. Шанчăксăр çынсемпе пулăмсем пирки граждансен 33:, свидетель пулма, преступнике паллама 17:, понятой пулма 15: кăна хатĕр. Йĕркелĕхе тивĕçтерме тата киревсĕр ĕçсем тăвакансене тытса чарма пулăшма хирĕç маррине граждансен 1: тата 4: çеç каланă.

«Ыйтăм вăхăтĕнче пухнă информаци транспорт çинчи полици сотрудникĕсене халăхпа шанăçлă хутшăнусем йĕркелеме май парĕ, ĕç пахалăхне ÿстерĕ. Унсăр пуçне, обществăлла шухăш-кăмăл, «Полици çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, – шалти ĕçсен органĕсен ĕç-хĕлне хакламалли тĕп критерисенчен пĕри, – палăртать Чăваш енри Линейнăй пай çумĕнчи Обществăлла канаш председателĕ Родион Архипов.

Ирина ВАСИЛЬЕВА,

массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытассипе тимлекен инспектор.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ