Ăçта ытларах каннă?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:14 Просмотров: 426

Пĕлтĕр республикăри 54 пин çын тĕрлĕ çĕре канма тухса кайнă. Чăваш енре 83 турист организацийĕ ĕçленĕ. Халăха 20 пин ытла турпакет сутнă, пĕтĕмĕшле 1,4 млрд тенкĕлĕх.

Туристсен ытларах пайĕ (56 проценчĕ) ют çĕршывсенче каннă. Ку списокра малта Турци (туристсен 53 проценчĕ ку çĕршыва суйланă), Тайланд (6%), Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсем тата Тунис (5%), Греци тата Кипр (4%), Вьетнам, Египет, Испани тата Китай (2%).

Çулçÿревçĕсен 44 проценчĕ Раççей тăрăх тура тухнă. Ентешесем Краснодар крайне (20%), Крым Республикине (8%), Санкт-Петербург хулине (30%) тата Тутарстан Республикине (20%) суйласа илнĕ.

Туристсем пĕтĕмпе Раççейĕн 26 субъектĕнче пулнă, вăл шутра Атăлçи федераллă округăн 7 регионĕнче. Чăваш енре 14 пин çын каннă. Унсăр пуçне, ытти регионсен турфирмисем урлă республикăра 11 пин çын пулса курнă.  

Чăваш ен те туристсене илĕртме пултарать. Раççей культура министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта республика территорийĕнче культура еткерлĕхĕн 500 тата археологи еткерлĕхĕн 176 объекчĕ шутланнă.

Эпир паллă çынсемпе те мухтанма пултаратпăр% Хĕрлĕ Çар комдивĕпе Василий Чапаевпа, Раççей синологи шкулĕн йĕркелÿçипе Никита Бичуринпа, халăха çутта кăлараканĕпе Иван Яковлев педагогпа, Надежда Павлова балеринăпа, Андриян Николаев летчик-космонавтпа, ыттисемпе.

Туризм йăласене тĕпчеме, ытти халăхсен культурипе паллашма, аталанма май парать.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика