Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Уявпа – чыслав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:19 Просмотров: 312

Тунтикун Учитель кунĕ ячĕпе районти культура çуртĕнче иртнĕ уявра çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе тĕслĕхлĕ ĕçлекенсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

Кÿстÿмĕрти вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ Светлана Аркадьевна Трофимова «Раççей Федерацийĕн воспитанипе çутĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» палла тивĕçнĕ.

Вăрнарти 1-мĕш шкулти вырăс чĕлхипе литература учительне Румия Рашидовна Басырована тата историпе обществознани учительне Зоя Петровна Казакована, Вăрнарти 2-мĕш шкулти физкультура учительне Алексей Владимирович Константинова тата кĕçĕн классен учительне Наталия Анатольевна Ксенофонтована, Кульцав шкулĕнчи кĕçĕн классен учительне Инна Геннадьевна Быкована, Аçăмçырми шкулĕнчи истори учительне Валерий Михайлович Михайлова, Калининăри «Светлячок» ача сачĕн воспитательне Ираида Николаевна Матвеевана Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнисем: Марина Михайловна Васильева (вырăс чĕлхи учителĕ, Кÿстÿмĕр шкулĕ), Вячеслав Витальевич Леонтьев (физкультура учителĕ, Вăрнарти 1-мĕш шкул), Александр Николаевич Никитин (физика тата информатика учителĕ, Пăртас шкулĕ), Наташа Михайловна Никитина (математика учителĕ, Вăрнарти 2-мĕш шкул), Надежда Васильевна Петрова (социаллă педагог, Кĕçĕн Кипек шкулĕ).

Вĕрентÿ министерствин Тавне шкул çулĕчченхи вĕрентÿ ĕçченĕсем илнĕ% Надежда Алексеева, Надежда Малова («Ромашка» ача сачĕ), Ирина Антонова, Елена Самойлова («Сеспель»), Зинаида Вазанова, Людмила Степанова («Светлячок»), Наталья Васильева, Ольга Стеклова («Березка»), Алина Волкова, Марина Тимофеева («Солнышко»), Людмила Грибова, Наталия Савина («Рябинка»), Оксана Лаврентьева («Ивушка»), Елена Павлова, Александра Петрова («Ручеек»).

Çавăн пекех вĕрентÿ анинче ырми-канми тимлекенсене район администрацийĕн Тавĕпе тата вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика