Саккун ыйтнă пек упраман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:39 Просмотров: 247

Аса илтеретпĕр: пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чух çынсен санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунсене пăсма юрамасть.

Вăрнар район прокуратури К.Маркс ячĕллĕ тата «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсем ку тĕлĕшпе çитменлĕхсем пуррине кăтартнă.

Палăртнă тăрăх, ку хуçалăхсен ĕç-хĕлĕнче II тата III класлă хăрушлăхлă пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă кураççĕ. Анчах вĕсене упрассишĕн тата усă курма парассишĕн яваплă работниксем ĕç хăрушсăрлăхĕн мерисем тĕлĕшпе тата ку хатĕрсемпе наркăмăшлансан пĕрремĕш пулăшу парас правилăсем енĕпе гигиена хатĕрленĕвне тухман, пестицидсемпе ĕçлеме кирлĕ ятарлă професси хатĕрленĕвне те ирттермен. Çакă пĕтĕмпех – федераллă саккунсенче ыйтнине пăсни. Кунсăр пуçне работниксене ятарлă апат-çимĕçпе те тивĕçтермен.

Çавăн пекех «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕнче уяман тепĕр тĕслĕх те тупăннă. Кунта пестицидсемпе агрохимикатсене тырă ангарĕнче упрассине йĕркеленĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, К.Маркс ячĕллĕ тата «Броневик» хуçалăхсен председателĕсен ячĕпе прокуратура представленисем янă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтернĕ, должноçри пĕр çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.

Çакăнпа пĕрлех икĕ хуçалăх ертÿçисем тата «Броневик» ЯХПК тĕлĕшпе уйрăммăн административлă ĕçсем пуçарнă. Всеĕне явап тыттарнă: председательсене тата «Броневик» хуçалăха (юридици сăпатне) штраф хунă.

Вăрнар район прокуратури.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика