Пилеш аллейи хыврĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:41 Просмотров: 220

Пилеш – юратнă йывăçсенчен пĕри. Вăл сиплĕ çимĕç парнелет çеç мар, тавралăха та илем кÿрет.

Кĕçех, акă, вăрнарсене пилеш аллейи савăнтарма тытăнĕ. «Август» компани ĕçченĕсем субботник йĕркипе Илларионов урамĕнчи çĕнĕ тротуар хĕррипе 110 пилеш лартса хăварнă. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çывăхĕнчи ку микрорайона кăçал Чăваш ен Пуçлăхĕн муниципаллă пĕрлĕхсенче граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе йышăннă хушма мерăсем çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн хăтлăх кĕртрĕç.

Каламалла, çĕнĕ тротуарсемпе çулсен хĕррисенчи çĕре тикĕслес, газон курăкĕ акас тĕллевпе завод ĕçченĕсем субботниксене темиçе хутчен те тухрĕç. Халĕ, ак, йывăçсем лартассипе туслăн тимлерĕç. Ырă ĕçрен Вăрнар лесничестви те аякра юлмарĕ – тĕмсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерчĕ.

Йывăçсене мĕнпур правилăна пăхăнса лартрĕç. «Август» компани ĕçченĕсем вĕсене куç пек упрама, нÿрĕк çук чухне шăварма шантарчĕç.

Завод ĕçченĕсен тимлĕхĕнче – Вăрнарта юлашки виçĕ çулта лартнă 300 йывăç-тĕм. «Август» сывлăхпа кану паркĕнче вĕсене пула кăвак чăрăшсем, кедрсем, пилешсем ешерсе ÿсеççĕ. Бассейн территорийĕнче туйăсем, çăкасем, можжевельник таврана илем кĕртеççĕ. Вĕсене тимлĕ пăхса тăраççĕ: çĕре кăпкалатаççĕ, удобренисемпе апатлантараççĕ, туйăсене хĕллехи сивĕрен упраççĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика