РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Яланах тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020 11:41 Просмотров: 55

Ăс-тăнпа шухăш-кăмăлĕ çирĕпленсе çитеймен ачасене сиенлĕ пулăмсен, усал йăласен витĕмне кĕртме çăмăл. Çавăнпа та киревсĕр шухăшлă çынсем вĕсен хÿтлĕхсĕрлĕхĕпе усă курма пултараççĕ.

Саккуна хирĕç ĕçсене явăçтараççĕ, сиенлĕ йăласемпе паллаштараççĕ е хăйсене шар кăтартаççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсен сăлтавĕсене чакарас тĕллевпе çамрăксем полици енчен пĕрмаях тимлĕхре.

Никам пăхман ачасем урамсенче е ытти вырăнсенче çапкаланса çÿрессине тата çула çитменнисем преступленисем тăвассине асăрхаттарас, вĕсене саккунсене ăнлантарас тĕллевпе ятарлă профилактика мероприятийĕсене кулленех ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Полици тата ачасем» операци. Унăн черетлĕ тапхăрĕ, акă, сентябрĕн 30-мĕшĕнче старт илчĕ те октябрĕн 23-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Пĕрремĕш кунсенченех районта та профилактика ĕçĕ хастар пуçланчĕ. Чи малтанах полици сотрудникĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса тимлеççĕ. Вĕсенче ачасен право пĕлĕвне ÿстерме пулăшакан уроксем, усăллă тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Хускатакан ыйтусем тĕрлĕрен: наркотиксемпе алкогольлĕ шĕвексен сиенĕ çинчен, çула çитменнисене саккуна пăснăшăн тивекен административлă тата уголовлă яваплăх пирки, «комендант сехечĕн» правилисем тата ытти тĕлĕшпе. Право йĕркине пăхăнни тата сывă пурнăç йĕркине тытса пынин пĕлтерĕшне пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăнлантаратпăр.

Хальхи вăхăтра преступленисен тытăмĕнче интернет сетĕнчи ултавлă ĕçсен хисепĕ пысăк. Çамрăксем те вĕсен серепине лекесрен асăрханччăр тесе хÿтĕлев мелĕсене те ăнлантаратпăр. Паллах, ачасен çул çинче хăйсене хăрушсăр тытмалли пирки уйрăммăн калаçатпăр – ку ыйту яланах çивĕч.

Профилактика операцийĕн майĕпе тĕрĕслевлĕ рейдсем те иртеççĕ. Çав шутра – ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрăва куллен тишкерессипе, учетра тăракан ачасем хăйсене мĕнле тытнине сăнассипе, каçхи вăхăтра килте пулнине палăртассипе те. Паллах, çамрăксем чылаййăн, ушкăнсемпе пухăнма пултаракан вырăнсем те яланхи пекех асăрхавран тухмĕç.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен

аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ