Ача сассипе кил ăшă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:42 Просмотров: 244

Çут тĕнчене пепке килни – çемьешĕн чи кĕтнĕ телей. Кашни ашшĕ-амăшĕшĕн хаклă самант вăл.

Çакăн пек савăнăçлă сăлтавпа районта кăçалхи тăхăр уйăхра 174 акт çырнине пĕлтереççĕ ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем. Ку тапхăрта районта 86 пăхаттир хушăннă, хĕрпĕрчисем – пĕрре ытларах. Вĕсенчен 21 пепке пĕччен амăшĕсен çуралнă. Çав вăхăтрах ашшĕлĕхне йышăннă тĕслĕхсем те чылай – кун пирки ЗАГС пайĕнче 41 документа регистрациленĕ.

Шел, пурнăçран уйрăлса кайнисен хисепĕ ача çуралнă тĕслĕхсенчен икĕ хутран та нумайрах. Пĕтĕмпе поселокра тата ялсенче январь–сентябрь уйăхĕсенче 418 çын чакнă. Вилнисенчен ытларахăшĕ – арçынсем (227). Вĕсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 61,3 çул кăна. Хĕрарăмсен ку кăтарту пысăкрах – 76,3 çул. 9 уйăхра район çыннисен йышĕнчен 191 хĕрарăм сахалланнă.

ЗАГС пайĕн информацийĕ тăрăх, çак тапхăрта 71 мăшăр (пĕлтĕр – 90) çемье çавăрса пурнăç çулĕпе пĕрле утма кăмăл тунă. Çак вăхăтрах 59 мăшăр хăйсен çемье хутшăнăвĕсене пăрахăçлама йышăннă, 49-шĕ – суд йышăнăвĕпе.

Сăмах май, тĕрлĕ пулăмсемпе çыхăннă граждан тăрăмĕн акчĕсене районти ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 766 регистрациленĕ. Патшалăх пошлинине 225735 тенкĕ пухнă. Тăхăр уйăхра документсене тÿрлетÿсем е улшăнусем кĕртессипе 81 заявлени пăхса тухнă. Тепĕр хутчен 246 свидетельство тата актсенчен 377 копи хатĕрлесе панă, 766 справка çырнă, актсене 121 паллă лартнă.

Граждансем ют çĕршыв территорийĕсенчен документсем тупма ыйтнă икĕ обращение пăхса тухнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика