Çĕнтерÿ кубокĕ – çамрăк химиксенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:42 Просмотров: 227

Вăрнар химикĕсем спортра хастар та правур пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, çакна вĕсем кулленхи çĕнтерÿсемпе çирĕплетеççĕ. Хальхинче вĕсен йышĕнчи çамрăксем хăйсен çивĕчлĕхне спорт фестивалĕнче кăтартнă.

Ĕçлекен çамрăксен Канашĕсен кĕрхи спорт уявĕ республикăра октябрĕн 3–4-мĕшĕсенче анлăн иртнĕ. Пысăк йыш пухнă вăл: пĕтĕмпе ăмăртăва 8 районтан 16 ушкăн хутшăннă. Вăрнар район чысне икĕ команда хÿтĕленĕ: «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн тата «ZOOM» реклама агентствин çамрăк сотрудникĕсем.

Чăваш енри ĕçлекен çамрăксен спорт фестивалĕсем, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен иртеççĕ. Командăсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Хутшăнусем кăмăллă, туслă. Çакнашкал мероприятисем çамрăксене пĕр тĕллевсемпе-шухăшсемпе пĕрлештереççĕ, вĕсен обществăлла пурнăçне пуянлатаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма та хавхалантараççĕ.

Слета савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Мĕнпур участника Вĕрентÿ министерствин «Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ» учреждени директорĕ Юлия Аланова саламласа ăнăçу суннă.

Каламалла, фестивале йĕркеленĕ вырăн илемĕ те – ăна Сăр шывĕ хĕрринче ирттернĕ – çамрăксен кăмăлне çĕклентерсе хăпартлантарнă. Çанталăкĕ чипер, ылтăн кĕркунне те хăйĕн хÿхĕм сăррисемпе илĕртет – кăмăл мĕнле тулли пулмасăр. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçлекен çамрăксен 80 ытла представителĕ икĕ кун хушши туслă, анчах çивĕч ăмăртусенче хавхалансах вăй виçнĕ. Пĕтĕмпе 7 номинацире мала тухассишĕн тупăшнă: «Профессионал своего дела» хаваслă стартсенче, «Джуманджи» квестра, «чăрмавсен кĕрхи полосинче», мега-волейболта, мини-гольфра, «Гигантская скакалка» тата «Где логика;» конкурссенче.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн спортсменĕсем ку хутĕнче те çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. Мĕнпур ăмăртусемпе конкурссен кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем хĕрÿ тупăшура пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарнă.

Сăмах май, предприятире çамрăк ĕçченсен Канашĕ 2016 çулта йĕркеленнĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ – ÿсентăрансене хÿтĕлекен хими хатĕрĕсене кăларакан çĕршывĕпе паллă предприяти. Çамрăк специалистсемшĕн вăл çав тери илĕртÿллĕ. Заводăн çамрăк ĕçченĕсен Канашĕн команди тăватă çул хушшинче республикăри фестивальсемпе конкурссен çĕнтерÿçи ятне пĕрре мар тивĕçрĕ. Канашăн председателĕ – пултаруллă та хастар ертÿçĕ, информаци технологийĕсен пайĕн инженерĕ Эдуард Гаврилов.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика