Пушартан шар курас мар тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2017, 10:20 Просмотров: 567

Сивĕ кунсем çитнĕ май пушарсем тухас хăрушлăх уйрăмах ÿсет. 2016–2017 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта акă районта 20 пушар пулнă, вĕсенче тăватă çын пурнăçĕ татăлнă, иккĕн суранланнă. Кăçал сентябрьтен тытăнса паянхи кунччен 11 пушар çырăннă, çулăмра пĕр çын вилнĕ.

Пушарсен тĕп сăлтавĕсен шутне электрооборудованисене, кăмакасене вырнаçтарнă, вĕсемпе усă курнă чухне правилăсене уяманнине, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнине кĕртмелле.

Сивĕсем пуçланнă май, çынсем килсенче ăшăрах пултăр тесе электрокăмакасемпе усă кураççĕ, çакă электросеть ĕçлевлĕхне йывăрлатать, вăл хĕрсе кайса хыпса илме пултарать.

Нумай чухне çынсем кăмакасене пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсса вырнаçтараççĕ, вăхăтра юсамаççĕ, профилактика мероприятийĕсем ирттермеççĕ.

Кăмакасем, ăшăтмалли ытти приборсем умне 0,5х0,7 метртан кая мар тимĕр листасем хумалла. Тĕтĕм çулĕсене, кăмакасене хутса ăшăтмалли тапхăр умĕн тата ун вăхăтĕнче тасатсах тăмалла.

Электроприборсен, электрошнурсен юсавлăхне тăтăш тĕрĕслемелле. Ăшă приборĕсен юсавлăхне тăтăш тĕрĕслемелле. Ăшă приборĕсене чÿрече каррисем, çемçе сĕтел-пукан çывăхне лартни, вĕсем тата газ приборĕсем çийĕн япаласем çакса типĕтни пушар патне илсе çитерме пултарать.

Енчен те килте çулăм тухрĕ-тăк, тÿрех пушар хуралне «01» е «112» номерпе шăнкăравлăр, адреса пĕлтерĕр, хыççăн вут-çулăма ал айĕнчи япаласемпе сÿнтерме тытăнăр. Енчен те вăл вăйланса кайсан электроэнергие, газа сÿнтерсе, алăксене тачă хупса килтен тухăр.

Правилăсене çирĕп пăхăнни хăвăрăн, тăванăрсен пурнăçне сыхласа хăварма пултарнине нихăçан та ан манăр.

Федор ТИМОФЕЕВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика