Хăвăра улталама ан парăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020, 11:49 Просмотров: 298

Кăçалхи сакăр уйăхра кăна шулĕксем Чăваш ен çыннисенне 160 миллион тенкĕ енне çаратнă.

Çакнашкал пуçа та вырнаçман цифрăсене пĕлтерет республикăри Шалти ĕçсен министерстви. Мушенниксем пуçтахлансах пыраççĕ мар-и, хăйсене шанакансене тÿрех вуншар, çĕршер пиншер, миллионшар тенкĕлĕх лартаççĕ. Чи хăрушши вара: укçана хуçисем преступниксене хăйсен аллипе куçарса параççĕ. Е тата палламан çынсене банк карттин реквизичĕсене ним шухăшсăр пĕлтереççĕ – ку вара енчĕке çаратма уçса панипе танах.

Юлашки вăхăтра анлă сарăлнисенчен çак мел ултавçăсемшĕн уйрăмах тупăшлă. Вĕсем кирек кам патне банк сотрудникĕсен ячĕпе шăнкăравлама е хыпар яма пултараççĕ. Сирĕн ятпа кредит илнĕ, тесе суяççĕ. Лешсем нимĕн те илмен тесе хирĕçлеме тăрсан укçана каялла тавăрма сĕнеççĕ. Вĕсене ĕненекен тупăнчĕ-тĕк, сереперен вĕçертмеççех: калаçу вăхăтĕнче тĕрлĕрен операци тутарттараççĕ. Ултава лекнĕ çын хăй сисмесĕрех онлайн-кредит илме те ĕлкĕрет, ăна преступниксене куçарса панине те ăнланмасть.

Вăрнарти 62-ри хĕрарăм та суя «банк сотрудникĕсенчен» хытах шар курнă. Çÿлерех асăннă схемăпа шулĕксем ăна 1 миллион ытла тенкĕлĕх улталанă. «Сентябрь вĕçĕнче пулнă çак тĕслĕх те палламан-пĕлмен çынсем шăнкăравласан сыхă пулмаллине вĕрентет. Ултав мелĕ кунта та кредитпа çыхăннă. Вăрнар хĕрарăмне ун çинче кредит çакăнса тăрать тесе ĕнентернĕ те ăна банка каялла тавăрма ÿкĕте кĕртнĕ. Шаннă вăл, хăйне телефонпа каланине пĕтĕмпех пурнăçланă. Çапла майпа чăннипех те ссуда илнĕ. Укçине, хăй ăнланса юлмасăрах, банкомат урлă аферистсене 6 абонент номерĕ çине ярса панă», – пĕлтерет республикăри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Ахальтен мар полици ĕçченĕсем пĕрмаях тимлĕ пулмаллине асăрхаттараççĕ. Мĕншĕн тесен кунашкал ултавлă ĕçсем кунсерен тенĕ пек çырăнаççĕ. Унчченхи çулхисенчен темиçе хут ÿснĕ вĕсен хисепĕ. Çынсем хăйсем яваплă пулмасан, сыхлăха вăйлатмасан ку ÿсĕме чакарма йывăртарах. Чи малтанах палламан, нихçан пĕлмен çынсен сăмахĕсене ĕненме чарăнăр, теççĕ йĕрке хуралçисем. Кирек мĕнле информаци пĕлтерсен те шанма кирлĕ мар, финанспа çыхăннă тĕрлĕрен операцисем пурнăçлама хушсан – пушшех те. Шулĕксем мĕн каланине тума васкас вырăнне тĕрĕслеме ан ÿркенĕр. Енчен те ку шăнкăрав иккĕленÿ çуратрĕ-тĕк, хăвăр укçа-тенкĕшĕн хăратăр пулсан, лару-тăрăва уçăмлатма «вĕри лини» телефонĕпе банкпа е кредит учрежденийĕпе çыхăнмалла.

Банк карттин реквизичĕсене, СМС-па телефон çине килекен кодсене никама та пĕлтерме юрамасть. Банксен чăн сотрудникĕсем ку информацие клиентсенчен нихăçан та ыйтмаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика