РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Кая юлсан – штраф

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020 11:50 Просмотров: 88

Раççей Гвардийĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ аса илтерет: хĕçпăшал тытма ирĕк паракан документа кашни 5 çулта тăсмалла.

Унчченхи лицензи вăхăчĕ иртсе кайнă-тăк, хĕçпăшал хуçи ăна хăрушсăр упранине тата усă курнине çирĕплетни çук. Апла пулсан ăна килте тытни саккунсăр шутланать. Çакă – РФ КоАП-ĕн 20.8-мĕш статйин 6-мĕш пайĕнче палăртнă административлă правăна пăсни. Йĕркене пăснă çакнашкал тĕслĕхсемшĕн хĕçпăшалпа патронсене конфискацилесе 3000–5000 тенкĕ штраф е 5–15 талăклăха административлă арест хума пăхнă.

Çирĕплетнĕ йĕркене уяса, ирĕке малалла тăсма заявление вăхăтра пама сĕнетпĕр. Ăна унчченхи документ вăхăчĕ вĕçлениччен уйăхран кая юлмасăр çырмалла. Заявление килтен тухмасăрах, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă, яма пулать. Ку мелпе усă куракансем патшалăх пошлинине те 30: çăмăллăхпа тÿлеççĕ. Ун çумне медицина пĕтĕмлетĕвĕсен, сунар билечĕн, унчченхи лицензин копийĕсен сканне çирĕплетме пулать. Заявлени лицензи паракан подразделение çитсен заявительпе яваплă сотрудник çыхăнать: хĕçпăшала упрамалли условисене тĕрĕслемелли кун тата вăхăт пирки калаçса татăлать.

Портал тивĕçтерĕвĕсемпе усă курма май çук-тăк, лицензи паракан подразделение килме юрать. Малтан шăнкăравласа йышăнăва çырăнмалла. Вăрнар тата Элĕк районĕсемпе ĕçлекен уйрăмăн телефонĕ – 8(83537)2-67-05. Йышăну кунĕсем: ытларикунпа кĕçнерникун, 10 сехетрен 17 сехетчен (12–13 сехетсенче – тăхтав). Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 23-мĕш «А» çурт, 101-мĕш пÿлĕм.

А.САМОЛЕТОВ,

лицензи парассипе тимлекен уйрăмăн

инспектор полици аслă лейтенанчĕ.    

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ