Райпо ĕçченĕсем – çĕнтерÿçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020, 11:50 Просмотров: 272

Çĕнĕ коронавируспа çыхăннă чарусене пула çур çуллăха тăсăлнă тăхтав хыççăн Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче тимлекенсен спартакиади вăй илнĕ.

Çак кунсенче Кÿкеçри «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе эстафета иртнĕ. Старта кооператив организацийĕсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем тухнă.

Ăмăрту яланхиллех VIP-чупуран пуçланнă. Дистанцие райпо Канашĕсен, потребобщество правленийĕсен, профком председателĕсем çăмăллăнах тухнă.

Уйрăмах тĕп командăсен (пĕтĕмпе 20) тупăшăвĕ çивĕч иртнĕ. Кашнинче тăваттăн: икĕ арçын тата икĕ хĕрарăм. Дистанци пуриншĕн те пĕр пек пулнă: 400 метр.

Палăртма кăмăллă: Калинино райповĕн команди эстафетăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Район чысне Алексей Скворцов, Елена Ильина, Наталия Ефремова тата Николай Николаев кăтартуллă хÿтĕленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика