РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Район спортсменĕсем малта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020 11:51 Просмотров: 92

Куславкка районĕнчи «Атăл» спорт шкулĕ канмалли кунсенче республикăри 20-мĕш ял спорт вăййисене йышăннă. Хăйсем хушшинче чи çивĕччисене, ăстараххисене тата ăнăçуллăраххисене палăртма вăйлă спортсменсем 21 муниципалитетран пухăннă.

Армрестлинг, волейбол, масс-рестлинг енĕпе, кире пуканĕ йăтассипе, ишессипе, сĕтелçи теннисла выляссипе, канат туртассипе ăмăртнă вĕсем. Кунсăр пуçне спортпа туслă çемьесем те уйрăммăн медальсемшĕн кĕрешнĕ. Спортăн йăлана кĕнĕ тĕсĕсемпе пĕрлех доярсемпе механизаторсен хăйнеевĕрлĕ ăмăртăвĕсем те çав тери кăсăклă иртнĕ.

Яланхи пекех Вăрнар тăрăхĕн спортсменĕсен кăтартăвĕсем çÿллĕ шайра. Уйрăм тупăшусенче те, пĕрлехи команда результачĕпе те савăнтарчĕç вĕсем. Волейбол вăййинче (хĕрарăмсен ушкăнĕ), сĕтелçи теннис енĕпе тата механизаторсен команда ăмăртăвĕсенче пурне те кая хăварса ентешсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă. Арçын-волейболистсен тата доярсен, масс-рестлинг енĕпе кĕрешекенсен кăтартăвĕсем аван – иккĕмĕш вырăн. Спорт çемйисем хушшинче тата армрестлингра та вăрнарсем çĕнтерÿçĕсен ушкăнне кĕме пултарнă, призлă виççĕмĕш вырăна йышăннă.

Уйрăм тупăшусенчи çитĕнÿсем те пирĕн пултаруллă спортсменсемшĕн мухтав туйăмĕ çуратаççĕ. Сĕтелçи теннис вăййинче, акă, çĕнтерÿçĕсем – Михаил Иванов, Василий Иванов, Валентина Иванова тата Алина Шуркина. Республикăри ял спорт вăййисен чи ăста механизаторĕсем вара – Эльвира Чугуновапа Владимир Тикинев. Çавăн пекех доярсем хушшинче Александр Политов, армспортра Алексей Кириллов (1-мĕш вырăн), масс-рестлингра Сергей Политовпа Михаил Алексеев тата Диана Борисова (1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем) палăрнă.

Спортпа туслă çемьесен йышĕнче те район чысне хÿтĕленĕ Герасимовсен çемйи – чи çивĕч те вăр-варрисенчен пĕри. Çемье пуçĕ Дмитрий, мăшăрĕ Екатерина тата хĕрĕ Настя кашни тĕсре малтисен шутĕнче пырса виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çуллахи ял спорт вăййисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе Вăрнар район команди иккĕмĕш вырăна тухнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ