Хаçат вулакан – пурнăç куракан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020, 11:52 Просмотров: 356

Иртнĕ эрнере çырăнтару вунăкунлăхĕ йĕркипе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем коллективĕпех ялсене тухса çÿрерĕç. Вулакансен, ял çыннисен шухăш-кăмăлне пĕлчĕç.

«Эпĕ вара нимĕн те çырăнмастăп, эпĕ перекетлĕп»

Хăшпĕр çынсем периодика изданийĕсене («Çĕнтерÿ çулне» çеç мар, ытти хаçат-журналсене те) вуçех сивленине илтсен, пуçа темшĕн тÿрех «Простоквашино» мультфильмри Матроскин кушак аçин сăмахĕсем («А я ничего выписывать не буду, я экономить буду») килчĕç.

«Малтан çырăннă, халĕ çук», «Вулама пĕр минут та çук», «Интернетра вулатăп»... – терĕ пĕр ялти сутуçă хĕвелçаврăнăш шĕкĕлченĕ май стена çинче çакăнса тăракан телевизортан куçне те илмесĕр. Ял çыннин, чăнах та, ĕçĕ нумай – вăл хĕлĕн-çăвĕн пĕр канмасăр выльăх-чĕрлĕхпе, çĕрпе тăрмашать. Апла пулин те нумайăшĕ пурнăçа ĕçпе кăна мар, чун апачĕпе те пуянлатма тăрăшать.

Çавалкасри Сергей Малов çамрăкăн, акă, пушă вăхăт нумай тетĕр-и; Çук. Ялта «Валентина» лавкка тытса тăраканскер, кунĕн-çĕрĕн «çаврашкари пакша пек» ĕçне аталантарассишĕн чупать. Паян, конкуренци çивĕч тапхăрта, наянланнипе малалла каяймăн. Лавккана кĕрсенех темĕнле асамлăх çавăрса илет. Тĕрĕсрех – тÿрех ăшăлăха, тараватлăха туятăн. Ял çынни валли мĕнпур тавар пур кунта, кирлĕ пулсан ăна заказпа та илсе килсе параççĕ. Тивĕçтерÿ условийĕсем аван. «Никампа та хăр-хар, сасă хăпартса калаçнине илтмен», – терĕç çавалкассем.

Ялта пурăнакана ĕç вырăнĕ туса панине те ырламалла – Марина Ефимова çамрăк тинтерех кăна вырнаçнă пулин те тавар туянакансемпе пĕр чĕлхе тÿрех тупнă.

Пирĕн чĕресене çу сĕрекен хыпар вара – Маловсем «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă пулни. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем район хаçатне çитес çур çуллăха хаваспах çырăнчĕç. «Районта пурăнаканăн район хаçатне вуламаллах», – терĕç вĕсем. Вĕсен тĕслĕхĕпе «Валентина» лавккана килнĕ тепĕр икĕ çынна та вырăнти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Федорова квитанцисем тыттарчĕ.

Ку ялти Юлия Николаевна Прокопьева вара «Çĕнтерÿ çулĕсĕр» пĕр çул та пурăнман. 83-мĕш çула хастаррăн утаканскер, район хаçачĕсĕр пуçне «Тăван Атăл», «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ» изданисене илсе тăрать, ял библиотекине тăтăш çÿрет. Вулавăн ырă тĕслĕхĕ теессĕм килет ун пирки.

Юлия Николаевна ĕмĕрне вырăнти колхозра ĕçлесе ирттернĕ: дояркăра, свинаркăра, конюхра, тырпул пухса кĕртнĕ çĕрте. Мăшăрĕ те, Михаил Прокопьевич Прокопьев, ырă ятра пулнă. Шел, вăл иртнĕ çул пурнăçран уйрăлса кайнă. Электрик, кочегар пулнă.

Прокопьевсем çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Тач тăвансем паян 44-ăн тĕп киле пуçтарăнаççĕ, вăл шутра 15 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук.

Ачисемшĕн те, юратнă мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕхре. Мăшăрĕ пурăннă чухне, акă, Юлия Николаевнапа иккĕшĕ час-часах Скандинави уттипе километрсене хыçа хăварнă.

– Малтан хаçат-журнала мăшăрпа ăмăртмалла вулаттăмăр, унти статьясене сÿтсе яваттăмăр. Халĕ кичем пуссанах вĕсене алла тытатăп, вĕçне çитиччен вуласа тухатăп, – терĕ Юлия Николаевна кăмăллăн.

Çавалкас – лайăх аталаннă тăрăх. Кунта пурăнакансенчен ытларахăшĕ районти малта пыракан Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра вăй хурать. Ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов ĕçченсене шалупа çеç мар, чун çимĕçĕпе те хавхалантарассине йăлана кĕртнĕ – çулсеренех вĕсене хаçат çырăнса парать. Паян, сăмахран, çак мелпе «Çĕнтерÿ çулĕ» хуçалăхра тимлекенсен 47 çемйине килсе тăрать.

Хаçат вулакан – пурнăç куракан

Кашни сĕнĕве итлеме хатĕр

Нимĕн те вуламалли çук. Çак сăмахсем, паллах, журналистсен кăмăлне кăшт пăсаççĕ. Хаçатсем, тĕрĕссипе, пурнăçăн тĕрлĕ енне çу-татма тăрăшаççĕ: районти пулăмсене те, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт, социаллă сфера тытăмне те. Проектсен йĕркипе тĕллевлĕ страницăсем тухса пыраççĕ. Усăллă сĕнÿсем, калавсем, сăвăсем... кун çути кураççĕ.

Ăнланмалла, кашниех хăй юратакан темăна ытларах курасшăн, анчах та хаçат çапла тăваймасть-çке, унăн пур ене те пĕр тан çутатмалла. Çитменнине, изданин специфики çапла – вăл патшалăх заданине пурнăçлать.

Мĕн çитмест – вулакансен сĕнĕвĕсене эпир яланах итлеме хатĕр. Енчен те харпăр хăй тăрăхĕнче пулса иртекен пулăмсем пирки хаçата заметкăсем ярса парсан пушшех те савăнатпăр. Çырăр, редакцие кĕрсе тухăр – эпир кашнинех тарават.

Интернетра вулатăп. Паллах, паянхи технологи ĕмĕрĕнче интернетсăр май çук. Информацие ку мелпе илни питĕ лайăх, анчах та хаçат пурнăçа анлăрах çутатать-çке, çивĕч ыйтусене влаç представителĕсем хутшăннипе сÿтсе явать. Хаçат мĕнрен лайăх-ха тата; «Питĕ лайăх рецептсем пичетленĕ. Вĕсене эпĕ касса илсе уйрăм папкăна пуçтарса пыратăп. Кирлĕ вăхăтра ал айĕнче пулни лайăх-çке», – пĕлтерчĕ пĕр ялти Раиса Сергеева.

«Интернетра шырарăм. Информаци нумай та туллин ăнланса илеймерĕм, эсир хаçатра çырман-ши;» – терĕ Калининăри пĕр хĕрарăм çĕрсен чиккисенче çурт-хуралтăсене, йывăç-тĕмсене миçе метртан лартма юрани пирки кăсăкланса. Чăн та, кунашкал статья тухнăччĕ, кун пирки Росреестрăн республикăри управленийĕ тĕплĕн ăнлантарнăччĕ. Маларахри çулхи пулсан та ку номере тупса патăмăр ăна. Унччен хаçат çырăнманскер, тÿрех почтăна кайма шантарчĕ. Хăй сăмахне тытрĕ.

Тен, тепри, чăн та, налук службин, пенси управленийĕн, социаллă пайăн, вырăсла каякан ытти статьясене çиелтен кăна пăхать. Анчах та вĕсем шăпах – çĕнĕлĕхсене ăнлантаракан информацисем. Тĕшшине пăсас мар тесе ĕнтĕ вĕсене вырăслах пичетлеме тăрăшатпăр.

Реклама нумай. Паян, тĕрĕссипе, хаçат пĕлтерÿсемсĕр тытăнса тăраймасть. Патшалăх ăна кăларма 40 процентне кăна парать, ыттине хамăр ĕçлесе илетпĕр.

Тепĕр тесен, халăх та паян рекламăсăр пурăнаймасть. Лавккасенче мĕнле акцисем (сăмахран, «Лидерта») пуласси пирки хаçатран пĕлме май пур. Строительство ĕçĕсене пурнăçлакан, мачча тăвакан, чÿрече-алăксем лартакансем кирлĕ-и е ĕне-вăкăр, ытти япала туянасшăн – хаçатра веçех пур. Тен, пĕлĕшĕн çуралнă кунĕ пирки манса кайнă – хаçатра тухсан аса илетпĕр вĕт. Хăвăр та тусăрсене, тăванăрсене саламлама пултаратăр. Ку – чи лайăх парнесенчен пĕри.

Хаçат хаклансах пырать. Ку ыйту, паллах, пире те канăçсăрлантарать. Анчах та тÿрех калам – «Çĕнтерÿ çулĕн» редакцийĕ каталог хакне вунă çул енне пĕр пус та ÿстермен. Хаçатăн пĕтĕмĕшле хакĕнчен редакцие 140 тенкĕ те 40 пус çеç тивĕçет. Ытти – Раççей Почтине, издание килсене çитернĕ тăкаксемшĕн. Хăвăрах шутласа пăхăр – мĕнлерех шайлашу.

Тĕрĕссипе, редакци тăкакĕсем ытларах та: хаçат кăларма хут, сăрă, ытти материалсем туянмалла, ĕç çыннисене шалу, налуксем, социаллă взноссем тÿлемелле.

Пĕрре пăхсан, 506 тенкĕ те 28 пус пысăк пек туйăнать. Иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен «Çĕнтерÿ çулĕ» 34 тенкĕ ытларах çеç хакланнă. Тепĕр тесен, 506 тенкĕ нумай мар. Лавккана кĕрсен пĕр хутрах унран та ытла пĕтеретпĕр вĕт. Паллах, лайăх танлаштару мар, анчах та пахалăхлă эрехĕн пĕр кĕленчи хаçатран самай хаклăрах тăрать. Ăна туххăмра ĕçсе яма пулать – хаçат вара эрнере икĕ хут чуна уçать.

«Эп хам нормăна тултарнă, урăх çырăнтармастăп». Пĕр почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн почтальонки икĕ çынна «Çĕнтерÿ çулне» çырăнтарманнине пĕлтерсен тĕлĕннипе чĕлхе çĕтрĕ. Эпир, редакци коллективĕ, кашни вулакан умĕнче ташламанни кăна юлнă, çак почтальонăн вара пĕр сăмахпа пирĕн пĕтĕм ĕçе сая янăн туйăнчĕ. Вулакан ыйтни кăна мар вĕт, хаçат çырăнтарасси, халăхра анлăрах сарасси почтальонăн тÿрĕ тивĕçĕ-çке.

Паллах, почтальонран нумай килет. Вăл хăй ĕçне юратнинчен, халăхпа калаçма, хаçата сĕнме пĕлнинчен. Почтальонăн хаçатçăсемпе вулакана çыхăнтаракан «кĕпер» пулмалла пек.

Мĕн килĕшмест тата мĕн кирлĕ; Вулаканăн критикине эпир туллин йышăнатпăр, сĕнĕвĕсене ĕçе кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Хирпуçĕнче пурăнакан Иван Александрович Александров, акă, хаçат страницисенче ял хуçалăх производствин передовикĕсене курасшăн. Ĕмĕрне механизаторта ĕçлесе ирттернĕскер, çав вăхăтсене ырăпа аса илчĕ. «Район хуçисем пултаруллă ĕçченсене ятран пĕлетчĕç, вĕсемпе танлашма сĕнетчĕç. Хуçалăх ĕçĕсемпе тăтăш вырăна тухса паллашатчĕç», – терĕ вăл.

Çÿревре çынсем пĕтĕм яла хумхантаракан ыйтусене те çĕклерĕç. Малти-ишексем, акă, ял урамĕсене япăх çутатнишĕн пăшăрханаççĕ. «Эпир Шупашкар районĕнче пурăнатпăр, пирĕн ялсем хуласем пек çутатса лараççĕ, кунта вара каçсерен тĕп-тĕттĕм», – пĕлтерчĕ Алевтина, шăпах тăван ялне килнĕскер.

«Эсир килни лайăх-ха. Тен, хаçатра тухсан ыйту татăлать», – терĕ аслăрах çулсенчи арçын та.

Ку ыйтăва ял поселенийĕнче тимлекенсене пĕлтертĕмĕр. Унта çутă кĕртесси ĕç планĕн шутĕнче пулнине каларĕç.

Учительсем, депутатсем, вырăнти влаç... Чăннипе, вĕсене хаçатпа туслаштарасси – чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паллах, эпир пурне те пĕр турапа турамастпăр – ку йышран «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслисем нумаййăн. Анчах та хăшпĕр тĕслĕхсем чăннипех те шухăшлама хистеççĕ.

«Юрать, хăвăр килтĕр. Атту, иртнĕ çурçуллăха шкул хаçат çырăнмарĕ», – терĕç пĕр вĕрентÿ учрежденийĕнче.

Вырăна тухса çÿрени ялсенчи чылай вĕрентекен, вăл шутра историксемпе чăваш чĕлхи учителĕсен (вĕсен хаçата чи малтан çырăнмалла пек), депутатсен, ял поселенийĕсен ĕçченĕсен килĕсене хаçат килменнине кăтартса пачĕ...

Ăçта япăхрах; Хаçат ĕçченĕсем малтанхи тĕлпулусене çырăнтару япăхрах пынă ялсенче йĕркелерĕç. Танлаштарас пулсан, Енĕш, Калинино, Ершепуç, Услапа Нурăс уйрăмĕсенче уйрăмах кăтартуллă ĕçлеççĕ. Ыттисем вĕсен тĕслĕхĕпе туртăнасчĕ. Пирĕншĕн кашни вулакан хаклă. Малашне те пĕрле пуласчĕ!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Вулакансен йышне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ

Почтальон ĕçĕ, пĕрре пăхсан, питĕ ансат пек туйăнать. Анчах пĕл-мен-чухламан çыншăн кăна. Хаçат-çыру валеçесси е пенси çитересси çинче çеç тытăнса тă-масть вĕт вăл. Унăн пĕл-терĕшĕ самай тарăнрах.

Почтальонсене, тĕрĕссипе, ял çыннисене тавракурăма анлăлатма пулăшакансем, «тĕнчепе» çыхăнтаракансем тесен йăнăшмастпăр пулĕ. Çак вăхăтра, акă, пичет изданийĕсене çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли çырăнтармалли хĕрÿ тапхăр пырать. Вăл мĕнле иртесси те чи малтанах почтальонсенчен килет. Вĕсем çынсемпе çыпăçуллă калаçма пĕлнинчен, хаçат-журналпа паллаштарса-кăсăклантарса туслаштарма пултарнинчен...

Нумаях пулмасть почта çыхăнăвĕн Хирпуçĕнчи уйрăмĕнче пулма тÿр килчĕ. Тÿрех сисĕнет, маттур специалистсем вăй хураççĕ кунта. Хăйсен ĕçне лайăх пĕлекенсем, вăхăт ирттĕр тесе мар, чунпа тăрăшакансем. Октябрĕн 1–11-мĕшĕсенчи çырăнтару вунăкунлăхĕнче хастарлăха пушшех ÿстерни курăнать. Кашни киле çитме тăрăшнă вĕсем, çăмăллăхлă тапхăрта пичет изданийĕсен хакĕ пĕчĕкреххине ăнлантарнă. Çемье бюджетне перекетлеме май пур чухне ял çыннисене чун апатне кăмăллă хакпа çырăнса юлма сĕннĕ.

– Людмила Изосимовна почтальонка, ак, ÿркенÿ мĕнне вуçех пĕлмест. Вăр-вар, кунĕпе кам патне çитме ĕлкĕрмест пулĕ. Паян та кану кунне пăхмасăр ĕçре вăл. Вунăкунлăх тапхăрĕнче хаçат-журнала самаях йÿнĕрехпе ытларах çын çырăнччăр тесе вăхăтне те шеллемест. Район хаçатне сарассипе уйрăмах çине тăрса тăрăшать вăл, – мухтарĕ хăйĕн ĕçтешне почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ольга Александрова.

Чăн та, Людмила Изосимовна Васильева (1-мĕш страницăри сăнÿкерчĕкре) пек маттур почтальонсем пулни Интернет ĕмĕрĕнче те хаçат-журнал вулакансен йышĕ чакмассине шанма май парать.

– Эпĕ хам та нумай çул ĕнтĕ «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Алла тытсанах, ĕç вырăнĕнчех мĕнпур статйи-заметкине «шĕкĕлчесе» тухатăп. «Çĕнтерÿ çулĕ» вĕт вăл – район тĕкĕрĕ. Хамăр тăрăхра куллен мĕн пулса иртни, кашни пĕлтерĕшлĕ пулăм истори кĕнеки пекех çырăнса пырать унта. Çавăнпа ентешсене те эпĕ чи малтанах район хаçатне илсе тăма çырăнма сĕнет, – тет Людмила Васильева.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика