Ĕç киленÿ кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2017, 10:20 Просмотров: 459

Хăмăшри Венера Керзакова мĕн ачаран ларма-тăма пĕлмен, кил таврашĕнчи пур ĕçе те юратса пурнăçланă. Ÿсерехпе те ĕçрен писмен. Халĕ те 53-ри хĕрарăм çамрăк чухнехи пекех хастар. Ирех тăрать те витене васкать. Кунта ăна тăватă ĕнепе тăватă пăру тата вун виçĕ вăкăр кĕтсе тăраççĕ.

– Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Çавăнпа та апат тулăх памасăр май çук. Хĕл хырăмĕ аслă пулнине шута илсе утă-улăмне çителĕклех хатĕрленĕ. Кăшманĕ те, тырри те пур. Утăпа кăна сăвăма та, ÿт хушаслăхне те ÿстереймĕн, ĕне-выльăх рационĕнче тĕрлĕ хутăш апат пулмалла. Йыш пĕчĕкех мар пулин те пĕрне те выçă тăратмастпăр. Лайăх пăхса усранăран ĕнесем сĕтне те нумай параççĕ, вăкăрсем те хăвăрт ÿт хушаççĕ. Тĕрĕссипе, пĕтĕмпех хамăртан килет, ÿркенмесен, ĕçрен хăрамасан ялта пурăннипех алăра укçа-тенкĕ çителĕклĕ тытма пулать, – пĕлтерчĕ Венера Михайловна.

Вăл сурăхсем йышлă тытнине те каларĕ. Анчах та вĕсене уйрăм çĕрте усраççĕ. Мăшăрĕпе – Василийпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ, çавăн пекех ачисен пулăшăвне те аван туяççĕ. Керзаковсем хăшпĕр ĕçсенче е мотоблокпа, е лашапа усă кураççĕ. ,çченскерсем янавар та туяннă. Ут хатĕрĕсем пĕтĕмпех пур.

– Çу кунĕсем пуçлансан иртен пуçласа каçченех хĕвел çинче эпир. Пирĕн тăхăр гектар çĕр пур. Çак лаптăк çинчи курăка çулатпăр, типĕтетпĕр, хыççăн турттарса килетпĕр те капана хыватпăр. Çавăн пекех тĕштырă культурисене икĕ гектар акатпăр, урпапа тулă туса илетпĕр. Комбайн хамăрăн çук. Уйрăм çынна калатпăр та, килсе вырса парать. Çапла майпа кĕлет кĕркуннепе тырăпа тулса ларать. Пытармасăр каласан, пирĕн килти хуçалăхра ĕне-выльăхĕ çеç-и, хур-кăвакалĕ те нумай. Вĕсене пăхса çитĕнтерме тырă сахал мар кирлĕ. Хамăр акса çитĕнтернĕрен пĕр килограмм та сутăн илместпĕр, – терĕ В.Керзакова.

Ăна та, мăшăрне те ĕç киленÿ кÿрет. Мал ĕмĕтлĕскерсем МТЗ-82 трактор туяннă. Унччен маларах Т-25 маркăллă техника пулнă-ха, анчах унăн хăвачĕ сахалран лайăхраххине илме шутланă. Укçа-тенкĕ пухса çитернĕ те тĕллеве пурнăçланă. Çавăн пекех утă çулмалли тата тавăрмалли агрегат, прицеп туянма май пултарнă.

– Çынна йăлăнса чăрмантарас килмест. Техника ал айĕнче – кирек хăш вăхăтра та ĕçе çийĕнчех пурнăçлама пултаратăн. Çулла, хĕрÿ тапхăрта, ачасем канмалли куна яла килнĕрен çынсене ĕçлеме чĕнместпĕр, мĕн палăртса хунине хамăр вăйпах пурнăçлатпăр, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Венера Керзакова.

Вăл район центрĕнчи «Сельхозтехникăра» вунсакăр çул вăй хунă. Вăрнарта пурăннă. Предприяти аркансан яла куçса килнĕ. Уйрăм çын лавккинче вунвиçĕ çул суту-илÿ тунă. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесе пурăнать. 83-ри амăшне те пăхать. Венера Михайловнан малтанхи упăшки 2005 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хĕрарăм виçĕ ачапа тăрса юлнă. Кĕçĕнни ун чухне тăххăрта пулнă. Пурăна-киле Хăмăшри Василийпе пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма пуçланă.

–  Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланатпăр. Хирĕçме сăлтав çук пирĕн. ,çе те уйăрмастпăр. Май пур таран иккĕн ĕçлетпĕр. Ларса канма та вăхăт тупăнмасть тепĕр чух. Акă ĕнесене кунне икĕ хутчен сумалла, апат памалла, айĕсене хырса тасатмалла – çынна çеç курăнмасть. Юрать-ха сумалли аппарат пур. Вăл çăмăллăхне самай кÿрет, – кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Витесенче выльăх йышлă тăнăран хĕл каçипе тислĕк нумай пуçтарăнать. Ăна çулсерен тракторпа уя илсе тухаççĕ. Хыççăн сапăтаççĕ. Самăртма хупнă вăкăрсене çулла çерем çине кăлармаççĕ, симĕс курăка куллен çулса килсе параççĕ. ,несене вара касăва яраççĕ. Черет уйăхран çаврăнса çитет. Хĕрарăмшăн тепĕр çăмăллăх вăл – шыва витрепе йăтас çук. Çăлтан пăрăх тăрăх витене кнопка пуснипех кĕрет.

Александр ывăлĕ валли ялти уйрăм çурт туяннă. Вăл та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тĕллев тытнă.

Керзаковсем нимĕнле йывăрлăха парăнмасăр малтан мала талпăнаççĕ, тар тăкмасăр тупăшĕ килменнине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа тăрăшулăх хĕлхемне сÿнтермеççĕ, ыранхи куна шанăçпа пăхаççĕ. ,мĕчĕсем çутă – çитес çулсенче витене пысăклатасшăн тата выльăхсен йышне ÿстересшĕн. Çакна пурнăçлама вара вăй-халĕ çителĕклĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика