Чăваш çĕршывĕпе паллашар-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:16 Просмотров: 278

Пушă вăхăта тĕрлĕрен ирттерме пулать, кулленхи ĕçрен канас тесен çула тухни питĕ аван. Инçе каймалла мар, Чăваш Республикинче те çитсе курмалли вырăн чылай.

Тăван çĕрпе тĕплĕнрех паллашас текенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ кăларăм пичетленсе тухнă – «Путешествие по Чувашии. Чăваш çĕршывĕпе паллашар-и?». Ăна Ольга Васильева хатĕрленĕ, проект ертÿçи – Светлана Каликова, художникĕ – Юлия Лутошкина.

Кĕнекери тĕп сăнарсем – Тилĕпи (Лиса-краса), Атнер тата Элпи – Шупашкартан çула тухаççĕ те республикăн кашни районне çитеççĕ. Вĕсен маршручĕпе кĕнеке пуçламăшĕнче паллашма пулать. Сăнарсем район е хула çинчен кĕскен каласа кăтартаççĕ, илемлĕ е паллă вырăнпа паллаштараççĕ. Çĕнĕ сăмахсен пĕлтерĕшне «Словарик» ятарлă паллăпа палăртнă пайра вуласа пĕлме пулать, чи интереслине «Пĕлетĕр-и эсир?» (Знаете ли вы;) уйрăмра каласа панă. Районпа паллашнă хыççăн çула тухнă сăнарсем ачасене пĕр-пĕр ĕç пурнăçлама сĕнеççĕ: сăмахран, икĕ ÿкерчĕкре уйрăмлăхсем тупмалла, кроссворд шутламалла, сăмахсен пĕлтерĕшне тĕрĕс пĕлмелле т.ыт.те.

Ку çеç те мар, кĕнекепе паллашнă май «Чăваш çĕршывĕпе паллашар-и;» сĕтелçи вăййине выляма пултаратăр. Кубик пăрахса Шупашкартан çула тухмалла та каялла тĕп хулана çаврăнса çитмелле. Вăйăра усă курма чăваш тумĕ тăхăннă матрÿшкесем хатĕр тăраççĕ, кубикĕ те пур.

Сĕтелçи вăййине Чăваш Республикин картти пек хатĕрленĕ, ăна кĕнекере тĕл пулакан илемлĕ вырăнсен ÿкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ. Уйрăм хут çине хатĕрленĕ çыпăçтармалли ÿкерчĕксене (наклейкăсене) çак карта çине тĕрĕс вырнаçтарма юрать. Кăмăл пулсан – юратнă тетраде е альбома илемлетсен те йăнăш пулмĕ.

Кĕнекене кĕçĕн класри ачасен ÿсĕмне шута илсе хатĕрленĕ, ăна çемьепе пĕрле вуласан тата та аванрах пулĕ. Тилĕпи кашни кун пĕр районпа çеç паллашма сĕнет – кун пек вуласа пĕлни асра аванрах юлĕ. Кĕнекене вырăсла çырнă, паллă вырăнсен ячĕсене чăвашла та панă.

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика