Ян! янратăр хаваслă сасă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:16 Просмотров: 274

Çамрăк ăру тĕрĕстĕкел аталантăр тесе кăçал республикăра ача-пăча площадкисем чылай хута янă. Вăрнар районĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕçрен пăрăнмасть. Акă, поселокра кăна мар, яллă тăрăхсенче те патшалăхăн программисене пурнăçлассипе хастар тимлеççĕ.

Вырăнти влаç ял халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Çавна май ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Тĕслĕх кăтартакансенчен пĕри – Аçăмçырми ял тăрăхĕн администрацийĕ.

Ачасем – пурнăç чечекĕсем, теççĕ. Юпшик-ялтăрасен   хĕпĕртеме сăлтав пысăк. Ара, вĕсен ялĕнче те нумаях пулмасть ача-пăча площадки йĕркеленĕ-çке. Кун пирки хаçат редакцине те савăнăçлăн шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Ăна «Пуçаруллă бюджет» программăпа хута янă.

Ача-пăча площадкине уçма сумлă хăнасем – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ–ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Владислав Попов – килнĕ.

Ача-пăча площадкине хута ярас тесе ял старости Марина Степанова нумай тăрăшнă. Вăй хуни сая кайман. Халĕ ача-пăчан ут-пĕве пиçĕхтерме ятарлă кĕтес пур. Шăпăрлансем мини-футболла, баскетболла выляма, çавăн пекех чуччу ярăнма пултараççĕ. Хăйăр çинче вăхăт ирттермелли вырăн та пур. Аслисем валли ларма тенкелсем те вырнаçтарнă. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсем епле вылянине-кулнине çывăхранах сăнама пултарĕç.

Владислав Попов пушă алăпа килмен. Вăл шăпăрлансене мечĕксем парнеленĕ.

– «Пуçаруллă бюджет» программăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пула обществăлла территорисене хăтлăх, тирпей-илем кĕрет,– палăртнă вăл. – Çитĕннисем те ачисемпе пĕрле пушă вăхăта кăсăклă ирттерме пултараççĕ.

Вячеслав Горбунов та ял халăхне савăнăçлă пулăмпа саламланă. Тăрăшуллисем ырă ятра. Хастарлăх кăтартнăшăн Марина Степанова старостăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Аçăмçырми ял тăрăхĕнчи Малтикас Ялтăрара пурăнакансен те кăмăлĕ савăк. Кунта та çамрăк ăру валли вăйă площадки йĕркеленĕ.

Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă май республикăри кашни ял-салана 100 пин тенкĕ уйăрни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку пуçару та яллă тăрăхсене аталанма майсем туса парать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван енрех тĕпленсе юлсан, ачасен хаваслă сасси илтĕнсен чăваш ялĕсен малашлăхĕ уçă пулатех.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика