РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Çăмăллăхпа усă курса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020 13:16 Просмотров: 106

Кăçалхи апрель варринче Раççей правительстви çĕнĕ ипотека программине ĕçе кĕртрĕ.

Унтанпа тăватă уйăхра, май–августра, 6,5 процентлă çăмăллăхлă ипотекăпа республикăри 2074 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрнĕ. Çакнашкал цифрăсене Росреестрăн Чăваш енри Управленийĕ илсе кăтартать.

Çăмăллăхлă кредитпа ноябрĕн 1-мĕшĕччен çĕршыври пысăк банксенчен чылайăшĕ тивĕçтерет. Процентсем пĕчĕк, мĕншĕн тесен рынок ставкипе 6,5 процент хушшинчи уйрăмлăха патшалăх субсидилет. Анчах пĕр пĕлтерĕшлĕ услови пур: ку программăпа кирек мĕнле çурт-йĕре илейместĕр. Хваттере çĕнĕ çуртра тата застройщикран кăна туянма юрать. Çурт строительстви хăш шайра пулни е ăна хута яма ĕлкĕрни вара пĕлтерĕшлĕ мар.

Кредит илес текенсем тĕлĕшпе çирĕп требованисем палăртман. Вĕсен Раççей гражданстви пулмалла тата малтанхи взноса 20: хывмалла. Енчен те хăвăрăн укçа-тенкĕ çук-тăк, амăшĕн капиталĕпе е субсидисен ытти тĕсĕсемпе усă курма юрать. Çăмăллăхлă ипотекăна, патшалăх палăртнă «чикĕсемпе» килĕшÿллĕн, 3 млн тенкĕ таран параççĕ.

– 6,5 процентлă ипотека ытти çурт-йĕр программисене кĕреймен çемьесемшĕн уйрăмах пысăк пулăшу пулчĕ. Пандеми вăхăтĕнче çĕршыври нумай регионта куçман пурлăх рынокĕ «ларчĕ». Чăваш енре вара лару-тăру ăнăçлăрах – куçман пурлăхпа çыхăннă ипотека килĕшĕвĕсен ÿсĕмĕ сисĕнет. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 339 килĕшÿ ытларах регистрациленĕ, – ăнлантарать Росреестрăн республикăри Управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева. – Апла пулсан федераллă влаç сĕннĕ пулăшу мелĕ Чăваш еншĕн уйрăмах кирлĕ пулчĕ. Çапах та аса илтеретпĕр: ку ипотекăпа пурăнмалли мар çуртсене, иккĕмĕшле рынокри хваттерсене е уйрăм объектсене туянма çук.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ