Хамăр асăрханмасан пирĕншĕн никам та сыхланмĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:20 Просмотров: 283

Чăваш енре, ытти регионсенчи пекех, коронавируспа чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать.

Ĕнер Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку амака сарăлма чарассипе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче кăтартусем ÿсни чи малтанах профилактика мероприятийĕсене пăхăнманнипе çыхăннине каланă. Вăл тĕслĕх вырăнне илсе Калининăри психоневрологи интернатĕнче инфекци вучахне тупса палăртни те правилăсене сĕмсĕррĕн пăснипе çыхăннине пĕлтернĕ.

Олег Николаев санитари требованийĕсене пăхăннин пĕлтерĕшне тепĕр хут аса илтернĕ. «Чи малтанах çакă кĕмелли фильтрпа çыхăннă, маскăсем тăхăннипе, социаллă дистанцие пăхăннипе, паллах, дезинфекци ирттернипе», – тенĕ вăл.

Кунашкал инфекци вучахĕсем ан пулччăр тесе регион ертÿçи обществăлла апатлану предприятийĕсене банкетсем, туйсем тата асăну каçĕсем ирттерессинчен тытăнса тăма сĕннĕ.

«Эпир ресторансемпе кафесене хупмалли пирки калаçмастпăр, çак çивĕч лару-тăрура çывăх вăхăтра массăллă мероприятисене ирттермелле маррине калатпăр»,– тенĕ вăл.

Калининăри ПНИре пациентсен пĕр ушкăнĕн температура хăпарнă. Коронавирус ерме пултарнине кура пĕтĕмпе 48 çынна тĕрĕслеме тивнĕ. Температура пысăк çынсене унтан васкавлăн куçарнă, сыхлăх тĕлĕшпе мерăсем йышăннă. Вируса унти ĕçченсем, симптомсăр коронавируслăскерсем, интернат тулашĕнчен илсе кĕме пултарнă тесе шутлаççĕ.

Регион ертÿçи кунти ыйтупа тунтикунхи канашлура та çивĕч калаçу ирттернĕ. Вăл режима хаклама ыйтнă. Хамăр асăрханмасан пирĕншĕн никам та сыхланмĕ, тенĕ.

Грипран тата ОРВИрен сыхланса республикăра вакцинаци ĕçне анлăн пурнăçлаççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 753 пин çынна, республикăра пурăнакансен 60 ытла процентне, прививка тума палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика