Амăшĕсен ячĕпе – пысăк уяв

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2017, 10:21 Просмотров: 614

Кĕçнерникун районти культура çуртĕнче Амăшĕн кунне халалласа ирттернĕ уявра этемлĕхе пурнăç парнелекен ячĕпе çĕр-çĕр ăшă сăмах янăрарĕ.

– Çемье çирĕплĕхне упрама яланах вăй çиттĕр, сирĕн пурнăçра савăнăçлă самантсем кăна пулччăр. Аннесем умĕнче çĕре çити пуç таятăп, – терĕ Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, Вăрнарта, районта ырă тĕслĕхлĕ амăшĕсем чылай пулнине палăртса.

Сцена çине кăларнă кашни номер аннесен ячĕпе пулчĕ. Районти культура çурчĕн ĕçченĕ Александр Васильев, ача-пăча пултарулăх çурчĕн вокал ушкăнĕ, солисчĕ Элина Алгашева, «САЛАМ» ушкăн, ача-пăча ÿнер шкулĕн коллективĕ, ветерансен халăх хорĕ, Татьяна Пугачева, «Тивлет» ансамбль, Александр Иванов кашниншĕн чи çывăх çын ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Куракансем Светлана Мальцева, Алина Федотова ертсе пыракан ачасен ташă ушкăнĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Районта çак кунсенче уяв ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. ,нер районти ЗАГС пайĕнче ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тĕп хулари çамрăксен театрĕ «Шупашкарти савни» камите кăтартнă. Ыран заводра тимлекен çемьесем эстафетăра тупăшĕç. Ача сачĕсенче, шкулсенче, клубсенче уявсем йĕркеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика