Тухăçлăн пухса кĕртессишĕн тимлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2020, 14:25 Просмотров: 277

Çулăм вылявĕпе, шыв юхнипе çеç мар, уй-хир карапĕсем епле ишнипе те вĕçĕмсĕр киленме пулать. Кунтан та ытла – сап-сарă тырă бункерсенчен автомашина прицепĕ çине пушаннă самантпа.

– Хитре вĕт! Хĕвел питтинче пушшех те ылтăнла çуталать, – терĕ ытарлăн «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов. Чăн та, прицеп çине юхакан кукуруза тĕшшисен «ташшинчен» куçа илес те килмест, анчах та хире-хирĕçле ларнă комбайнсем автомашинăна хăвăртах тултараççĕ те каллех ретсем çине тăраççĕ.

Джондирсен штурвалĕ умĕнчи механизаторсем, Николай Тихоновпа Сергей Авакумов, нумай çул юнашар ĕçленĕрен пулĕ, комбайнсене пĕр чĕре таппи пек синхронлă ĕçлеттереççĕ. Çапла пулмасăр. Вĕсем предприятире кукурузăпа ĕçлеме тытăннăранпах ăна тухăçлăн пухса кĕртессипе тимлеççĕ.

– Кукурузăна пуçласа 2007 çулта акрăмăр. Çапла тума ун чухне «Новый путь» хуçалăхăн фермисене туянни хистерĕ. Вăл вăхăтра силослăх кăна акаттăмăр. 2011 çулта республикăра пĕрремĕш хут ку культурăна тĕшĕлĕх 200 га хыврăмăр, 1000 ытла тонна çапса илтĕмĕр. Пире тухăçĕ те, выльăх апачĕн рационне пуянлатма май пурри те савăнтарчĕ, – кăмăллăн аса илчĕ Николай Аливанов.

Кăçал «уй-хир пики» валли пĕтĕмпе 1400 гектар уйăрнă. 600 гектарне силослăх çулнă та ĕнтĕ. Тĕшĕлĕх пăхнă лаптăкăн çуррине те çапса илнĕ. Хăватлă Джондирсен тата 400-е яхăн гектара «çĕнмелли» юлнă. Çак кунсенче вĕсем Чăрăшкас Мăрат çумĕнче тимлеççĕ. Хальлĕхе кĕлете 3100 тонна кĕнĕ. Кунне комбайнерсем 350–400 тонна çапаççĕ. Уй-хир ылтăнĕ тÿрех типĕтмелли агрегата лекет, хыççăн ангара.

Кукуруза выльăхшăн çав тери пахалăхлă апат шутланать. Ăна рациона кĕртнĕренпе агрохолдингăн сĕт, аш-какай туса илессипе те кăтартусем ÿснĕ. Вăл уйрăмах самăртакан выльăхшăн лайăх. Николай Владимирович, акă, вăкăрсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 1430 грампа танлашнине каларĕ.

Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче кукуруза ÿстерессипе чăн та кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Сортсем тĕлĕшпе те ăстасем ĕнтĕ вĕсем. Николай Аливанов чи малтанхи çулсенче акнă вăрлăхсем пирĕн условисенче туллин пиçсех çитейменнине аса илчĕ. Селекци те аякка кайнă çав – халĕ агрохолдинг уйĕсенче ир пулакан «Приокский 140» тата «Кубанский 141» сортсем ăнса çитĕнеççĕ.

Паллах, кукурузăна туса илессинче çанталăк условийĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. «Кăçал ку енĕпе аптăрамарăмăр. Турри çĕр ĕçченĕсем майлах пулчĕ темелле. Ушах вырăнсенче кăна ÿсĕм начартарах. Пĕтĕмĕшле вара ял хуçалăхĕн ку çулталăкĕнче тулли кăмăлпах тимлерĕмĕр», – терĕ агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.

Йĕркеллĕ пулсан, ноябрь тĕлне кукуруза уйĕсем йăлтах тасалĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика