РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

«Кунти ĕçсене пысăк пуçлăхсем хутшăнма тивмесĕр те тума май пулнă»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2020 14:44 Просмотров: 231

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул тăсăлса кайнă юсав хыççăн çак тунтикун тинех малтанхи йĕркепе ачасене йышăнчĕ. Кунти ĕçсене ĕнер Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вырăна килсе хăй тĕрĕслерĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, юсав вĕçленнĕ теме юрать. Палăртнисен пысăк пайне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра строительсем фасада витессипе тимлеççĕ. Урам енчен ку ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ, вăл питех те илĕртÿллĕ, сăнĕ паянхи вăхăтпа килĕшсе тăрать. Коридорсенче, классенче, çĕнетнĕ актовăй залра та çутă сăнсем илĕртеççĕ.

Çакнашкал савăнăçа сентябрĕн 1-мĕшĕнче туймаллаччĕ, анчах, пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ку вĕрентÿ учрежденийĕнчи юсав унчченхи подрядчикăн – Новосибирскри «Проектстрой» тулли мар яваплă обществăн – явапсăрлăхне пула графикпа вĕçленмен. Тĕрĕссипе, вĕсем палăртнине пурнăçлама васкаман, ачасен вĕренĕвĕ пирки пачах та шухăшламан. Çакна пулах ĕнтĕ сентябрь– октябрь уйăхĕсенче пирĕн район массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕп темăран тухмарĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кунашкал тăрлавсăр ĕçлеме юраманнине çивĕч критиклерĕ, ыйтăва хăй тимлĕхĕнчен пачах та кăлармарĕ. Шкулти юсав ĕçĕсене кашни кун тĕрлĕ комиссисем тĕрĕслесе тăчĕç, Правительство ĕçченĕсем те кашни эрнере Вăрнара çул такăрларĕç.

Унчченхи подрядчикпа контракта пĕр енлĕн татнă хыççăн юсав ĕçĕсене Виталий Ижелеев ертсе пыракан ПМК-8 строителĕсем тытрĕç. Вĕсене пулăшма Владимир Яковлев ертсе пыракан «Звездопад» акционерсен хупă обществин строителĕсем те юсава кÿлĕнчĕç.

– Ман малтанхи тарăхупа килĕшетĕр-и; Унчченхипе танлаштарсан халĕ пачах урăхла сăн, – терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула пăхса çаврăннă май. – Ĕç пахалăхĕ самаях лайăхланнă, анчах та вăл тата лайăхрах пулма пултарнă. Чунра, паллах, кăштах вĕчĕрхенÿ пур: кунти ĕçсене пысăк пуçлăхсем хутшăнмасăрах тума май пулнă. Малашне кунашкал объектсенчи строительство ĕçĕсене Пĕрлехи заказчик служби тĕрĕслесе тăрĕ. Çав вăхăтрах ĕç тăвакан тата вырăнти влаç органĕсем çинчен те яваплăха сирмĕç.

Олег Николаев ПМК-8 пуçлăхне Виталий Ижелеева унчченхи подрядчикăн тимсĕр, ал кайтăр тесе кăна тунă ĕçне йĕркене кĕртессишĕн чуна парса тăрăшнăшăн тав турĕ. Вăл çавăн пекех шкул ачисемпе кăмăлтан калаçрĕ.

Тĕрĕслевлĕ çÿреве çавăн пекех Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская та хутшăнчĕç. Олег Николаевпа вĕсем шкул ачисене вĕри апат çитересси, вăл шутра менюва запеканка кĕртесси пирки те калаçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ