РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Кашнине астуни, хисеплени хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020 10:34 Просмотров: 82

Хурăнсур Çармăсри клуб заведующийĕ Михаил Кузьмин – тăван ял аталанăвĕшĕн, çынсен ырлăхĕшĕн чунне парса тăрăшакан хастар. Ялăн культура пурнăçне пуянлатассипе калама çук пысăк ĕç пурнăçлать.

Вăл ертсе пыракан вырăнти пултарулăх коллективĕн çитĕнĕвĕсем пирки район хаçатĕнче те пĕрре мар ентешсемшĕн мăнаçланса çырнă. Çамрăксемпе ачасене кăсăклантарас, тĕрлĕ енлĕ аталанма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма майсем туса парас тесе чылай ăшталанать. Ку кăна та мар, обществăлла ĕçре маттур. Ахальтен мар ял çыннисем ăна староста пулма шаннă.

Иртнĕ эрнере, акă, Хурăнсур Çармăс историне паллă пулăм çырăнса юлнă. Хумхануллă лару-тăрура Çĕнтерÿ паркĕнче тыл ĕçченĕсене халалланă стелăна уçнă. Ку сăваплă пуçарăвĕн авторĕ те ял старости Михаил Кузьмин. Ун сĕнĕвне ветерансен Канашĕ тата ял халăхĕ ырласа йышăннă. Пурнăçа кĕртме вара Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе уйăрнă 100 пин тенкĕ пулăшнă.

– Паян пирĕншĕн пуриншĕн те асра юлакан кун. Аслă Çĕнтерĕве фронтра туптанисем те, ăна çывхартассишĕн тылра тар тăкнисем те – чăн-чăн паттăрсем. Кашниех астăвăма, хальхи тата малашнехи ăрусен хисепне тивĕçлĕ. Вĕсен ячĕсене çак стелăра ĕмĕрлĕх асра хăварма йышăнтăмăр, – пĕлтернĕ Михаил Кузьмин мероприятие уçнă май. Каламалла, вăл кăткăс эпидемиологи лару-тăрăвне кура мĕнпур хÿтлĕх нормисене пăхăнса, сахал йышпа иртнĕ.

Михаил Кузьмин строительсене пахалăхлă ĕçшĕн тав тунă. Строительство вăхăтĕнче хастарлăх кăтартнă ял çыннисене те уйрăммăн палăртнă. Вĕсем – Юрий Васильев, Альберт Кузьмин, Борис Павлов, Сергей Гаврилов, Çĕрпел шкулĕнче вĕренекен Константин Артемьев та Алина Артемьева библиотекарь.

«Хорнзор» хуçалăх ертÿçишĕн Федор Кузьминшăн та вăрçă теми çывăх. Чылай çул ĕнтĕ вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă паттăр ентешĕсем пирки информацисем, асаилÿсем пухать. Пуян материала патриотизм туйăмĕпе тулнă кĕнекесене хывать. Вăл та тыл ĕçченĕсен ячĕпе лартнă çак стелăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă. «Çав хăрушă вăрçă çулĕсемпе паянхи куна çыхăнтаракан йĕр нихăçан та ан татăлтăр. Хăйсене шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕленĕ, пире ирĕклĕ пурнăç парнеленĕ ентешĕмĕрсем умĕнче эпир нихăçан татайми парăмра. Çĕнĕрен çĕкленĕ стела вара – тискер кĕрешÿре тăшмана парăнтарнă çĕнтерÿçĕ халăхăн вăйне çирĕплетекен паллă», – тенĕ вăл.

Фронтра çапăçнă салтаксемпе танах вăрçă саманинче тылра вăй хунисене те пачах çăмăл килмен. Хăйсем мĕн тÿссе ирттернине пухăннисене тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Василий Мефодьев каласа панă.

– Выçăллă-тутăллă пурăннипе йывăр ĕç ураран ÿкернĕ. Тата ÿт-кĕлетке канмалăх çителĕклĕ çывăрса та курман. Анчах никам та ÿпкелешсе наянланман. Чир-чĕр аптратнине те, шартлама сиввине те пăхман. «Пĕтĕмпех фронт валли» девизпа кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă, – вуншар çул иртнĕ пулин те нушаллă çулсем паян та асрах тыл ĕçченĕн.

Аслă ăрурисене тухса çÿреме çăмăлах мар пулин те ку сăваплă вырăна мăнукĕсемпе пĕрле тăтăшах килессине каланă хисеплĕ ватă.

Астăвăм уявĕнче Раиса Тугуновапа Мария Васильева сăвăсем вуланă, «Телей» фольклор коллективĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ